Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвком ертӳçин Ренат Валиуллинăн паян çуралнă кун

Ренат Накифовича çуралнă кунпа саламласа ырлăх-сывлăх, ӗçре пысăк çитӗнӳсем, çемьере тулли телей, килӗшӳпе ăнлану сунатпăр!

Паян, мартăн 19-мӗшӗнче, Тутарстан Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвком ертӳçин Ренат Накифович Валиуллинăн çуралнă кунӗ.

Çак должноçра вăл 2024 çулхи февраль уйăхӗнчен ӗçлет. Унччен маларах 2015 çултан пуçласа Хусана таврăниччен Санкт-Петербург хулипе Ленинград облаçӗнчи Тутарстан Республикин представителӗ пулса ӗçленӗ.

Ренат Валиуллин Арск районӗнчи Вăтам Серда ялӗнче çуралнă. Филолог специальноçӗпе аслă пӗлӳ В.И.Ленин ячӗллӗ Хусан патшалăх университетӗнче илнӗ. Каярах Саратов хулинчи Столыпин ячӗллӗ Патшалăх службин академине пӗтернӗ. Турккă, араб чӗлхисене лайăх пӗлет. Вӗрентекен опычӗ те пур унăн, 1994-1996 çулсенче РФ ШӖМӗн Юридици институтӗнче философи предметне илсе пынă. Тӗрлӗ çулсенче ТР Министрсен Кабинечӗ çумӗнчи халăхсен чӗлхисене аталантарассипе уйрăм референчӗ, Тӗнсен ӗçӗсемпе канаш председателӗ, унтан çак енӗпе управлени пуçлăхӗ те пулнă.

Çапла тӗрлӗ çӗрте ӗçлесе вăл пуян опыт пухнă. Ренат Валиуллин филологи наукисен кандидачӗ, ТР Культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ.   

Паянхи кун Тутарстан Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомне ертсе пырса вăл республикăри халăхсен хутшăнăвӗсен аталанăвне пысăк тӳпе кӗртет. Пирӗн редакци ирттерекен мероприятисене те пысăк тимлӗх уйăрать вăл. 2024 çулта чăваш халăх поэтне Çеçпӗл Мишшине халалласа ирттернӗ фестивале килсен поэтăн кун-çулӗпе творчествине аванах пӗлнипе тӗлӗнтернӗччӗ.

Эпир те паян Тутарстанри чăвашсен тата редакци ятӗнчен Ренат Накифовича çуралнă кунпа саламласа ырлăх-сывлăх, ӗçре пысăк çитӗнӳсем, çемьере тулли телей, килӗшӳпе ăнлану сунатпăр!  Малашне те республикăра пурăнакан халăхсен культурисене, туслă хутшăнăвӗсене аталантарма вăй-хал çителӗклӗ пултăр.   

Сăнӳкерчӗксем: https://addnt.ru сайтран тата Вера Александрован. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Ассамблея народов Татарстана