Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Ачасем коррупцие хирӗç

(Ирина Трифонова. « Сувар» архивӗнчи сăнӳкерчӗк).ТР Президент Аппарачӗн йышăнăвӗпе Вӗрентӳпе наука министерстви шкул ачисем хушшинче «Коррупцие çук тесе калар!» тăван чӗлхепе творчествăлла ӗçсен республика конкурсне ирттернӗ. Наци шкулӗсем унта питӗ те активлă хутшăннă. Чăваш, вырăс, тутар, мари, удмурт, пушкăрт, грузин, мордва ачисем хăйсен чӗлхипе эссесемпе сочиненисем çырса янă. Конкурс положенийӗпе...

(Ирина Трифонова. « Сувар» архивӗнчи сăнӳкерчӗк).ТР Президент Аппарачӗн йышăнăвӗпе Вӗрентӳпе наука министерстви шкул ачисем хушшинче «Коррупцие çук тесе калар!» тăван чӗлхепе творчествăлла ӗçсен республика конкурсне ирттернӗ. Наци шкулӗсем унта питӗ те активлă хутшăннă. Чăваш, вырăс, тутар, мари, удмурт, пушкăрт, грузин, мордва ачисем хăйсен чӗлхипе эссесемпе сочиненисем çырса янă. Конкурс положенийӗпе виçӗ малти вырăна тата «Закон хуралӗнче», «Активлă гражданла позицишӗн» номинаци çӗнтерӳçисене палăртаççӗ.

Ноябрӗн 15-мӗшӗнче Тутарстан Республикин Вӗрентӳ аталанăвӗн институтӗнче ярса панă ӗçсене жюри хакларӗ. Чăваш ачисен ӗçӗсене тӗрӗслеме Хусанти Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗн ертӳçине Сильвия Чаркинăна тата мана чӗнсе илчӗç.

Конкурса чăваш шкулӗсем активлă хутшăнни питӗ те савăнтарчӗ, ыттисен 3-4 ӗçӗ çумне пирӗн 15 ӗç ярса панă. Пуринчен ытла ачасене патшалăх шайӗнчи ыйту хумхантарни тӗлӗнтерчӗ. Ку вӗсен сочиненийӗсенче уççăн палăрать. Кашни йӗркере вӗсем тӗрӗслӗхшӗн çунни сисӗнет. Еплерех ăслă çавăрттарса çырнă шухăшӗсене. Çулӗсене кура мар çак инкекпе кӗрешмелли меслетсем сӗнеççӗ, чыслă пурăнмалли пирки çыраççӗ. Май пулнă пулсан, темиçешер 1,2,3-мӗш вырăнсем парăттăмăр. Анчах конкурс конкурсах. Эпир те виçӗ малти вырăна тата 4 лауреата суйларăмăр. Министерство представителӗсем ыйтнипе хальлӗхе хаçатра вӗсен ячӗсене пӗлтерместпӗр, кăшт каярах.

Конкурса Аксу, Элкел, Элмет, Апас, Павлă, Пăва, Лениногорск, Теччӗ, Çарăмсан районӗсенчи шкулсем тата Анат Кама хулинчи чăваш гимназийӗнчен йышлăн хутшăннă, шучӗпе лидерсен хушшинче Аксупа Анат Кама. Паллах, ку ӗçре вӗрентекенсене асăнмасăр май çук. Вӗсем тăрăшнипе пирӗн ачасем республика шайӗнчи конкурссенче лайăхпа палăраççӗ. Пысăк тав сире, хисеплӗ учительсем, тăван чӗлхешӗн чуна парса ӗçленӗшӗн.

Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем, çӗнтерӳçӗсем пирки хаçатра çырса пӗлтеретпӗрех. Ачасен ӗçӗсене «Суварта» пичетлес шухăш та пур.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев