Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

«Аслă Çӗнтерӳ геройӗсем» конкурса хутшăнма васкăр

Çулсерен иртекен Пӗтӗм Раççейри «Аслă Çӗнтерӳ Геройӗсем» литература конкурсне заявкăсем йышăнма пуçланă. Кăçал вăл тăваттăмӗш хут иртет. Эпикăлла, историлле тата çарпа патриотизмла содержаниллӗ калав, очерк, сăвă, юрă çырса, ӳкерчӗк туса хутшăнма унта. Конкурсăн тӗп тӗллевӗ - Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă совет салтакӗсен ятне вилӗмсӗрлетесси, тӗрлӗ вырăнта сиксе тухакан вăрçăсене...

Çулсерен иртекен Пӗтӗм Раççейри «Аслă Çӗнтерӳ Геройӗсем» литература конкурсне заявкăсем йышăнма пуçланă. Кăçал вăл тăваттăмӗш хут иртет. Эпикăлла, историлле тата çарпа патриотизмла содержаниллӗ калав, очерк, сăвă, юрă çырса, ӳкерчӗк туса хутшăнма унта. Конкурсăн тӗп тӗллевӗ - Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă совет салтакӗсен ятне вилӗмсӗрлетесси, тӗрлӗ вырăнта сиксе тухакан вăрçăсене хутшăннă Раççей салтакӗсен паттăрлăхне çутатасси, çамрăк ăрура патриотизм туйăмне аталантарасси, Раççейӗн çарпа истори еткерлӗхне упраса хăварасси.

Конкурса хуть кам та хутшăнма пултарать. Вăл пилӗк тапхăрпа иртет:

1-мӗш тапхăр - суйлав тапхăрӗ, 2017 çулхи ноябрӗн 25-мӗшӗнчен пуçласа 2018 çулхи майăн 8-мӗшӗччен;

2-мӗш тапхăр - çурма финалистсене палăртасси, 2018 çулхи июнӗн 10-мӗшӗччен;

3-мӗш тапхăр - финалистсене палăртасси, 2018 çулхи июлӗн 10-мӗшӗччен;

4-мӗш тапхăр - конкурс çӗнтерӳçисене палăртасси, 2018 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗччен;

5-мӗш тапхăр - çӗнтерӳçӗсене наградăласси, 2018 çулхи декабрӗн 25-мӗшӗччен.

Конкурса йӗркелекенсем - Раççей Çарпа истори обществи, РФ Оборона министерстви, РФ Вӗрентӳпе наука министерстви, РФ Культура министерстви, Раççей Патшалăх библиотеки, «Не секретно» Издательство çурчӗ.

Конкурс пирки тӗплӗнрех http://героивеликойпобеды.рф сайтра пӗлме пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев