«Берлин – Мускав 2017» авточупу Хусана çитрӗ
Хусан (Казань)

«Берлин – Мускав 2017» авточупу Хусана çитрӗ

Августăн 2-мӗшӗнче «Берлин - Мускав 2017» халăхсен хушшинчи иккӗмӗш автопробега хутшăннисем Тутарстан тӗп хулине çитрӗç. Германирен килнӗ 17 çын Хусанти Туслăх Çуртӗнче пулса республикăра пурăнакан ентешӗсемпе, нимӗçсен наципе культура автономийӗн пайташӗсемпе тӗл пулчӗç. Автопробег Германин ахаль çыннисен, Раççейпе туслă çыхăнусемшӗн тăрăшакансен пуçарăвӗ. Вӗсем санкцисене, НАТО хӗсӗрленине, МХХсен пуçарнă информаци вăрçине...

Августăн 2-мӗшӗнче «Берлин - Мускав 2017» халăхсен хушшинчи иккӗмӗш автопробега хутшăннисем Тутарстан тӗп хулине çитрӗç. Германирен килнӗ 17 çын Хусанти Туслăх Çуртӗнче пулса республикăра пурăнакан ентешӗсемпе, нимӗçсен наципе культура автономийӗн пайташӗсемпе тӗл пулчӗç. Автопробег Германин ахаль çыннисен, Раççейпе туслă çыхăнусемшӗн тăрăшакансен пуçарăвӗ. Вӗсем санкцисене, НАТО хӗсӗрленине, МХХсен пуçарнă информаци вăрçине хирӗç. Икӗ çӗршывăн туслăхне çирӗплетме ку хутӗнче пӗтӗмпе 400 нимӗç çула тухнă.


Нет комментариев