Болельщик паспортне Хусанта параççӗ
Болельщик паспорчӗ мӗн иккенне ăнлантарма кирлӗ мар, пӗлтӗр Конфедерацисен кубокӗ вăхăтӗнче пуçласа усă куртăмăр унпа. Аса илтеретпӗр, тӗнче чемпионачӗн футбол матчӗсене курас тесен болельщик паспортне (FAN ID) илмеллех. Кун валли чи малтан пӗр-пӗр матча билет туянмалла та www.fan-id.ru сайтра е болельщик паспорчӗсене паракан центра (FAN ID тӗп центрӗ Хусанта Буман...
Болельщик паспорчӗ мӗн иккенне ăнлантарма кирлӗ мар, пӗлтӗр Конфедерацисен кубокӗ вăхăтӗнче пуçласа усă куртăмăр унпа. Аса илтеретпӗр, тӗнче чемпионачӗн футбол матчӗсене курас тесен болельщик паспортне (FAN ID) илмеллех. Кун валли чи малтан пӗр-пӗр матча билет туянмалла та www.fan-id.ru сайтра е болельщик паспорчӗсене паракан центра (FAN ID тӗп центрӗ Хусанта Буман урамӗнчи 44/8 çуртра вырнаçнă. Тепӗр темиçе пункт хулара каярах уçăлать) заявка памалла, унтан ăна пăхса тухасса кăшт кӗтмелле.
Завкăна тивӗçтернипе тивӗçтерменни çинчен телефон çине смс ярса пӗлтереççӗ. FAN ID паспорта почтăпа е болельщик паспортне паракан центрсенче илме пулать. Хăвăрпа пӗрле паспорт, заявка номерӗ пулмалла.
Болельщик паспорчӗ футбол матчне кӗме ирӗк панисӗр пуçне, Раççее визăсăр килме, футбол вăййисем иртекен хуласене поездпа тӳлевсӗр кайма тата стадиона çити обществăлла транспортпа тӳлевсӗр çитме те май парать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев