Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Çăварни – çу эрни, эх тутлă та икерчи

Ир-ирех хӗвел тухма та ӗлкӗрейменччӗ пуль-ха, Хусан таврана тутлă шăршă сарса икерчӗ пӗçерме тытăнчӗ. Хусанăн 1000 çуллăхӗн паркӗнче миçе пин икерчӗ пиçрӗ-ши паян? Çӗнӗ çулах тунă илемлӗ Пăр керменӗнче хула çыннисемпе хăнисем хаваслăн хӗле ăсатрӗç. Йăлтах пурччӗ кунта: тӗрлӗ вăйă, ярмаркка, лашапа тата понипе катаччи, юрă-ташă тата, паллах, хăй вăхтне...

Ир-ирех хӗвел тухма та ӗлкӗрейменччӗ пуль-ха, Хусан таврана тутлă шăршă сарса икерчӗ пӗçерме тытăнчӗ. Хусанăн 1000 çуллăхӗн паркӗнче миçе пин икерчӗ пиçрӗ-ши паян? Çӗнӗ çулах тунă илемлӗ Пăр керменӗнче хула çыннисемпе хăнисем хаваслăн хӗле ăсатрӗç. Йăлтах пурччӗ кунта: тӗрлӗ вăйă, ярмаркка, лашапа тата понипе катаччи, юрă-ташă тата, паллах, хăй вăхтне кӗтекен улăм катемпи...

Урамрах пăсланса пиçекен Çăварни икерчине тутанса пăхма çӗр-çӗр çын пуçтарăнчӗ. «Анлă Çăварни - 2018» мероприятие ТР Культура министерстви пулăшнипе Хусанти Вырăс наципе культура пӗрлешӗвӗ, Тутарстан Халăхсен Ассамблейи, Туслăх çурчӗ, Хусан мэрийӗ ирттерчӗç.

Тӗп сцена çинче вырăссемсӗр пуçне ытти халăхсем те юрласа савăнтарчӗç. Чăвашсенчен Хусанти «Салам» фольклор ансамблӗ пулчӗ. Çăварни юррине чăвашла шăрантарса халăха юрă картине тăратрӗ вăл. Чăвашсем уявра сахалăн марччӗ, «Хусан чăвашӗсем» ушкăн юрăçи Елена Корсакова та Çăварние ятарласах хăйӗн коллективӗпе пӗрле килнӗччӗ.

Авалтан вылянă вăйăсем çав тери кăмăла кайнипе çынсем вӗсене хутшăнас тесе черет те тăма тиврӗ. Çăварнин хитре финалӗ - хӗле ăсатни, урăхла каласан, улăм катемпие çунтарни пулчӗ . Пӗр сăмахпа, телевизор умӗнчен хăпайманнипе çăварнин çуллă икерчине тутанмасăр юлнисем, нумай çухатрăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев