Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Чăваш журналисчӗн пурнăçӗ татăлнă

Эрнекун çӗрле 23:53 сехетре М7 трасса çинче Игорь Поручков журналиста машина çапса хăварнă.

Шупашкартан хурлăхлă хыпар çитрӗ, эрнекун çӗрле 23:53 сехетре М7 трасса çинче пулнă инкекре Игорь Поручиков чăваш журналисчӗн пурнăçӗ вăхăтсăр татăлнă. Ăна Мускавран Епхӳ еннеле каякан «ГАЗель» çапса хăварнă-мӗн. Шел те, ӗçтешӗмӗр сурансене пула васкавлă пулăшу çитиччен вилсе кайнă. Патшалăх автоинспекторӗсен хыпарӗ тăрăх, ГАЗель водителӗ ӳсӗр пулман, Игорь Валерьевич юраман вырăнта çул урлă каçнă.

Игорь Валерьевич Поручиков пысăк стажлă журналист. Тӗрлӗ çулсенче Чăваш Енри МИХсенче, çав шутра телевиденире ӗçленӗ, ЧР Сывлăх сыхлав, Ӗç министерствисен пресс-секретарӗ пулнă, юлашки вăхăтра Ӗç министерствин ӗçченӗсен профсоюз председателӗнче тăрăшнă. Журналиста паян тăван ялӗнче, Шупашкар районӗнче пытараççӗ. Вăл май уйăхӗн 21-мӗшӗнче 51 тултарнă пулнă.

Ӗçтешӗмӗрӗн çемйипе тата çывăх тăванӗсемпе пӗрле хурланнине пӗлтеретпӗр. «Сувар» хаçат редакцийӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество