Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Чăвашла ташă каçӗсен юбилейне виолончель каласа уявларӗç

Хусанти чăваш çамрăкӗсем февралӗн 17-мӗшӗнче хулари «Империал» клубра тӗлпулчӗç. Кунта вӗсем валли черетлӗ чăваш дискотеки иртрӗ. Ăна Шупашкартан килнӗ конферансье Владислав Московцев ертсе пычӗ. Ди-джей - малтанхи пекех Рассел Кроу. Çак каç канма тата ташлама килнӗ çамрăксене Елена Корсакова, Алексей Сунейкин, Вера Кожеманова юрласа савăнтарчӗç. Хăнасене уяв торчӗпе те сăйларӗç...

Хусанти чăваш çамрăкӗсем февралӗн 17-мӗшӗнче хулари «Империал» клубра тӗлпулчӗç. Кунта вӗсем валли черетлӗ чăваш дискотеки иртрӗ. Ăна Шупашкартан килнӗ конферансье Владислав Московцев ертсе пычӗ. Ди-джей - малтанхи пекех Рассел Кроу. Çак каç канма тата ташлама килнӗ çамрăксене Елена Корсакова, Алексей Сунейкин, Вера Кожеманова юрласа савăнтарчӗç. Хăнасене уяв торчӗпе те сăйларӗç йӗркелекенсем. Ташă каçӗ питӗ кăмллă иртрӗ. Çамрăксем хирӗçмеççӗ, унка тăрса чунӗсене ирӗке ярса ывăниччен ташлаççӗ. Хальхи кӗвӗсемпе те хитре хускаланаççӗ, такмаксемпе те саккăрла çаптараççӗ.
Çапах ташă каçӗн кульминацийӗ - сцена çине Аленксей Наумов ертсе пыракан «Хусан чăвашӗм» ушкăн тухни пулчӗ. Ушкăнра çӗнӗ инструментпа калакана курни нумай çыцншăн кӗтменлӗх пулчӗ. Анчах Алексей Наумов хитре виолончелисткăн ятне хальлӗхе вăртăнлăхра тытать. Тен, çитес ташă каçӗсенче уçса парӗ?
Е.Павлова сăнӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев