Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Чемпионат чăваш волонтерӗсемсӗр иртмест

Ятарлă суйлав витӗр тухнă 1000 каччăпа хӗр (вӗсен йышӗнче чăвашсем те) чемпионат вăхăтӗнче чугун çул вокзалӗсенче, тӗп урамсенче, метро станцийӗсем патӗнче ӗçлӗç.

Футболпа тӗнче чемпионатне килекен туристсене пурне те Хусан ăшшăн кӗтсе илӗ. Вӗсене хальхинче 1000 ытла волонтер хулапа паллашма, тӗрӗсрех каласан çул кăтартма тата ытти ыйтусемпе пулăшӗ. Мундиалӗн пӗрремӗш кунӗнчех пин-пин хăна килсе çитӗ. Çакăн йышши пысăк мероприятисем ирттерес опыт тăрăх хаклас пулсан, чемпионат вăхăтӗнче Хусана пӗтӗмпе 200 пине яхăн турист килесси паллă. Вӗсене пурне те волонтерсем кӗтсе илӗç. Ятарлă суйлав витӗр тухнă 1000 каччăпа хӗр (вӗсен йышӗнче чăвашсем те пур) чемпионат вăхăтӗнче чугун çул вокзалӗсенче, тӗп урамсенче, метро станцийӗсем патӗнче ӗçлӗç. Чăвашсем тенӗрен, пирӗн хӗрпе каччăсем Хусанта иртнӗ тӗнче шайӗнчи пӗр мероприятирен те юлман. Хусанти медуниверситечӗн студенчӗ, чăваш çамрăкӗсен «Аталан» ушкăн ертӳçи Елена Павлова пӗлтӗр Конфедерацисен кубокӗнче «Казан-Арена» стадионра волонтер пулнăччӗ. Лена кăçал та мундиаль пулăмӗсен варринче пулӗ, вăл хальхинче те стадионра футбол фаначӗсемпе ӗçлӗ. (Е.Павлова архивӗнчи сăнӳкерчӗк).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана