Эрнелӗх гороскоп
ТАКА 21.III - 20.IV Çак тапхăрта ӗçлес вăй-хал нумай, тивӗçсене хăвăр çине илсе укçа-тенкӗ лару-тăрăвне лайăхлататăр, пуçлăхсем те лайăхпа асăрхӗç. Анчах ытлашши ӗçлесе сывлăхăра хавшатма пултаратăр, хăвăра япăх туйма пуçласанах сипленме тытăнăр. Чӗрепе юн тымарӗсен, нерв, иммунитет системисене упрăр. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Ку эрнере пӗрремӗш вырăнта романтикăлла хутшăнусем пулӗç....
ТАКА 21.III - 20.IV
Çак тапхăрта ӗçлес вăй-хал нумай, тивӗçсене хăвăр çине илсе укçа-тенкӗ лару-тăрăвне лайăхлататăр, пуçлăхсем те лайăхпа асăрхӗç. Анчах ытлашши ӗçлесе сывлăхăра хавшатма пултаратăр, хăвăра япăх туйма пуçласанах сипленме тытăнăр. Чӗрепе юн тымарӗсен, нерв, иммунитет системисене упрăр.
ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Ку эрнере пӗрремӗш вырăнта романтикăлла хутшăнусем пулӗç. Пӗчченнисем хăйсен юратăвне тупаççӗ, анчах хутшăнусене çирӗплетме тӗрлӗ чăрмавсем сиксе тухӗç. Арлă-арăмлисем пӗр-пӗринчен вăхăтлăха сивӗнме пултараççӗ. Çак кунсенче творчествăпа ӗçлени ăнăçлă пулӗ.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Ку кунсенче ӗçтешсемпе, юратнă çынпа та, хутшăнусем кăткăсланаççӗ. Çемьере хирӗçӳсем пулма пултараççӗ. Хăвăра алăра тытсан хирӗçӳллӗ лару-тăрăва сирме пултаратăр. Çак эрне килпе çыхăннă ӗçсене татса памашкăн ăнăçлă, çулçӳревсене урăх вăхăта хăварсан лайăхрах.
РАК 22.VI - 22.VII
Калаçма пӗлнине пула ку эрнере питӗ нумай ӗç татса параятăр. Ӗçре те, харпăр пурнăçра та çӗнӗ çыхăнусем йӗркелеме пулӗ. Пӗчченнисен час-час тухса çӳреме тăрăшмалла - юратăвăра тӗл пулатăр. Ачасемпе проблемăсем сиксе тухма пултараççӗ, эрне вӗçӗнче ӗçри лару-тăру та кăткăсланать. Нервăсене упрăр.
АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Лăпкă мар тапхăр, аманма пултаратăр. Вăй-хал нумай, кăмăл-туйăм çӗкленӳллӗ пулсан та хăвăра инкек-синкек тивеймӗ тесе теветкелленмелле мар. Юн тымарӗсен системипе шăмăсем черчен, шăл е пуç ыратма пултарӗ. Çул çинче, транспортра асăрхануллă пулмалла. Апата суйласа çийӗр.
ХӖР 24.VIII - 23. IX
Ку эрне кăткăсрах пулин те çавах ырă. Чирлес е аманас мар тесен асăрхануллă пулмалла, ку сирӗншӗн йывăр мар. Сывлăх енчен, пӗвер, ура нервӗсем аса илтерӗç. Хумханмалли пулăмсем те сиксе тухӗç, кунта ытларах хăвăр айăплă, япăх шутланипе, хӗрӳ пулнипе вăй-халăра пӗтеретӗр.
ТАРАСА 24.IX - 23.X
Кăткăс эрне, стрессенчен хăвăрт хăтăлса вăй-хал пуçтарма тивӗ. Нерв системине, хулăн пырша ытлашши нагрузкăран сыхламалла. Сиенлӗ хăнăхусем пур-тăк, халӗ шăпах вӗсенчен хăтăлмалли тапхăр. Физкультура тумалла, канма тăрăшмалла. Канмалли кунсенче хăнасем килме пултарӗç.
СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Ку эрне сирӗншӗн йывăр пулать. Кăмăл- туйăм енӗпе лăпкă пулманни кӗлеткере те туйăнӗ - мышцăсем пысăк напряженире. Тахçанхи чир-чӗрсем вăранма пултараççӗ. Çул çинче, уйрăмах транспортра асăрхануллă пулмалла. Эрне вӗçӗнче лайăх хыпар илтетӗр.
УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Ку эрнере ӗçе улшăнусем кӗртмелле мар. Çӗнӗ меслетсем тăкаксемпе проблемăсене çеç хушса парӗç. Çӗнӗ ӗç шырама та вăхăт мар. Çак тапхăрта мӗнле пур çапла хăварма тăрăшмалла. Кивӗ çыхăнусене, пӗрлехи проектсене çӗнӗрен чӗртсен лайăхрах. Укçа-тенкӗн ырă лару-тăрăвӗ ытти çынсенчен килет.
ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Çак тапхăрта шутламасăр тăкакланнипе е теветкеллӗ финанс ӗçӗсене хутшăнса проблемăсем пуçтаратăр. Реклама кампанийӗсем ирттерме, харпăр творчествăпа паллаштарма тăхтамалла. Ӗçри лару-тăру тикӗс мар, укçа пирки тавлашу та сиксе тухӗ. Пурнăçăра лăпкăлăх тавăрма тăрăшăр, кун пек йăнăшсем те тумастăр.
ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Ку эрнере çемьепе, кил-çуртпа, çывăх çынсемпе çыхăннă тăкаксем пысăк пулӗç. Куçман пурлăх е çӗр туянас шухăш çуралӗ. Çӗнӗ çӗре пурăнма куçма шутланă пулсан çитес эрнеччен те пулин тăхтăр. Куçман пурлăхпа çыхăннă суту-илӗве уйăх вӗçне хăварсан лайăхрах.
ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Çак эрне суту-илӳпе, çулçӳревпе çыхăн- нисемшӗн йывăр пулӗ. Пултарулăхăра кăтартма майсем хӗсӗннине, калаçу тытса пыма, калас сăмаха итлекене çитерме йывăр пулнине туятăр. Вӗренмешкӗн ăнăçлă вăхăт мар, хут ӗçӗсенче йăнăшсем тума пултаратăр. Пуррине çухатас мар тесен питӗ асăрхануллă пулмалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев