Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Ешӗлвар çӗнӗлле пурăнать

Ешӗлвар Раççейре «Пурăнакан карттине» панă пӗрремӗш хула пулнине хыпарлать «Татар-информ» ИА. Чиплă пластик карттăра йăлтах пур: тӳлев, социаллă, транспорт приложенийӗ тата карттăн хуçин графикăллă информацийӗ. Паянхи кун тӗлне Ешӗлварта пурăнакан 21 пин ытла çынна çакăн пек карттăпа тивӗçтернӗ. Юлашки çӗнӗлӗх те пур, ун çинче тата картта хуçин электронлă алă пусни...

Ешӗлвар Раççейре «Пурăнакан карттине» панă пӗрремӗш хула пулнине хыпарлать «Татар-информ» ИА. Чиплă пластик карттăра йăлтах пур: тӳлев, социаллă, транспорт приложенийӗ тата карттăн хуçин графикăллă информацийӗ.

Паянхи кун тӗлне Ешӗлварта пурăнакан 21 пин ытла çынна çакăн пек карттăпа тивӗçтернӗ. Юлашки çӗнӗлӗх те пур, ун çинче тата картта хуçин электронлă алă пусни те пур.

Çак картта хула çыннин пурнăçне тӗрлӗ сферăра самай çăмăллатать. Çулталăк пуçланнăранпа электронлă черет терминалӗсемпе инфомат урлă 2 пин ытла çынна тухтăр патне çырнă. «Тухтăр электронлă рецепт çырса электронлă алă пуснипе çирӗплетет. Информаци системипе рецепт аптекăна каять. Пациент хăйӗн пластик карттине картридер ăшне кăна чикет. Фармацевт тухтăр çырса панине йăлтах курать. Сăмах май, патшалăх аптекисен сечӗсенче эмелсем çине 3 процент скидка та парать»,- пӗлтерет ТР Сывлăх сыхлав министерствин информаци тата инноваци технологийӗсен уйрăмӗн ертӳçи Марат Нурмиев. Вăл каланă тăрăх, енчен те çыннăн хушамачӗ е статусӗ улшăнчӗ пулсан унăн поликлиника регистратурине кăна пымалла, картта пулăшнипе специалист мӗнпур даннăйсене улăштарса çӗнетет.

Картта ваттисемшӗн те, çамрăксемшӗн те меллӗ. Унпа поликлиникăра кăна мар, лавккара, транспортра усă курма, пенси укçине илме, квитанцисем тăрăх тӳлеме пулать.

- Телефонпа карттăсăр пуçне мана нимӗн те кирлӗ мар. Хусанта метрона та çав карттăпах анатăп - нимӗнле йывăрлăх та çук. Пурнăçа çав тери çăмăллатать вăл, - тет картта пирки Ешӗлвар хулин çамрăкӗ Роза Мингазова. (Сăнӳкерчӗк kazan24.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев