Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Хӗнет-тӗк, юратать...

Арăмӗпе упăшки хушшинчи çапăçу-харкашу Раççейре кăна мар, тӗнчипех. Анчах Америкăра упăшки (е арăмӗ) мăшăрӗ çине пӗрре алă çӗклесенех 99 проценчӗ кун çинчен полицие кайса заявлени çырать. Раççейре вара, çав шутра Тутарстанра та, килти çӳппе урама кăларас мар тесе пусмăра чăтасси йăлара. Заявлени çук-тăк, полицин çемье çумӗнче ӗçӗ те çук пек...

Арăмӗпе упăшки хушшинчи çапăçу-харкашу Раççейре кăна мар, тӗнчипех. Анчах Америкăра упăшки (е арăмӗ) мăшăрӗ çине пӗрре алă çӗклесенех 99 проценчӗ кун çинчен полицие кайса заявлени çырать. Раççейре вара, çав шутра Тутарстанра та, килти çӳппе урама кăларас мар тесе пусмăра чăтасси йăлара. Заявлени çук-тăк, полицин çемье çумӗнче ӗçӗ те çук пек пулса тухать. ТР ШӖМӗнче апрелӗн 12-мӗшӗнче иртнӗ черетлӗ брифингра ТР ШӖМӗн полици начальникӗн çумӗ, полици полковникӗ Марат Айдаров каланă тăрăх, шăпах çак тӗллевпе çемьери тиран иртӗхме чарăнмась. «Практикăран курăннă тăрăх, арçын килтисем çине пӗрре алă çӗклерӗ, ăна куншăн нимӗн те пулмарӗ-тӗк, вăл малалла пысăк инкек кăлармасăр та чарăнмасть. Кинора кăна вăл тӳпелешекенсене нимӗн те пулмасть. Пурнăçра вара пӗри масара, тепри тӗрмене, ачисем ача çуртне ăсанаççӗ. Çемье конфликчӗсене трагеди патне çитерес мар тесен вăхăтра мерăсем йышăнмалла», - терӗ.

Кăçал çулталăк пуçланнăранпа 3 уйăхра кăна республикăра кун йышши 686 преступление шута илнӗ, хӗнени е хăратни çинчен 20698 хутчен пӗлтернӗ иккен. Ку вăл официаллă майпа шута илни кăна-ха, тӗрӗссипе кунашкал преступленисен шучӗ тата пысăкрах.

«Ӗненӗр, пӗр йӗрке хуралçин те çынна тӗрмене лартас тӗллевӗ çук. Килте харкашса çапăçакана вăхăтра асăрхаттарни ăна хăрушă преступлени тăвасран чарать», - терӗ полици полковникӗ.

Хӗненипе пӗрремӗш хут полицие çакланакансене (сывлăха сиен кӳни пысăках мар пулсан) административлă явап кăна тыттараççӗ. Урăхла каласан, 5 -30 пин тенкӗ е 10 -15 талăка хупса лартаççӗ, е 60-120 сехет обязательнăй майпа ӗçлеттереççӗ. 2018 çул пуçланнăранпа çак статьяпа 1367 граждана явап тыттарма та ӗлкӗрнӗ.

Енчен те кун хыççăн та ăса кӗмерӗ пулсан, уголовнăй ӗçех пуçараççӗ. Ун чух 40 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттереççӗ е обязательнăй майпа 240 сехет ӗçлеттереççӗ, е 3 уйăха ирӗкрен хăтараççӗ. Паллă ӗнтӗ, уголовнăй статьяпа айăпланни килти тиранăнне кăна мар, ачисен биографине те пăсать.

Пытармăпăр, çемьери конфликтра нумай чухне çул çитмен ачасем те шар кураççӗ. Вӗсем çине алă çӗклени, шел пулин те, сайра пулакан пулăм мар. Кун пек чухне закон алă çӗклекене, çӳлерех асăннă пек, асăрхаттарса тӳрленме шанăç парса тăмасть, тӳрех уголовнăй ӗç пуçарать. Анчах каллех... заявлени пулсан. Шел пулин те, нумай чухне çемье конфликчӗ кăшт лăплансанах заявлени çырма килӗшекен çук. Çапла арăмӗ шеллесе упăшкине каçарать. Хӗрринчен вара çакă хӗнет-тӗк, юратать пулса тухать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев