Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Хусанкая 14 чӗлхепе вуларӗç

Хусанти Туслăх Çуртӗнчи Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗ халăхăмăр поэчӗн Петӗр Хусанкайăн 110 çулхи юбилейне халалланă мероприяти, ман шутпа, çак йышши уявсенчен чи лайăххи пулчӗ. Çакна курма пынă кашни çын çирӗплетме пултарать. Петӗр Хусанкайăн юбилейне Вырсарни шкулӗ Раççейре февралӗн 20-мӗшӗнче палăртакан халăхсен хушшинчи тăван чӗлхе кунӗ умӗн ирттерме йышăннă....

Хусанти Туслăх Çуртӗнчи Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗ халăхăмăр поэчӗн Петӗр Хусанкайăн 110 çулхи юбилейне халалланă мероприяти, ман шутпа, çак йышши уявсенчен чи лайăххи пулчӗ. Çакна курма пынă кашни çын çирӗплетме пултарать.

Петӗр Хусанкайăн юбилейне Вырсарни шкулӗ Раççейре февралӗн 20-мӗшӗнче палăртакан халăхсен хушшинчи тăван чӗлхе кунӗ умӗн ирттерме йышăннă. Малтанласа мероприятире кашни халăха пӗр пек вăхăт уйăрса, кашни хăйӗн пултаруллă писателӗ е поэчӗ пирки каласа парӗç тесе шутланăччӗ. Çук иккен, тӗрлӗ халăх представителӗсем ятарласа пирӗн поэта Петӗр Хусанкая чыслас тӗллевпе килнӗ. Паллах, ку пире хавхалантарчӗ. Пӗр-пӗрне хисепленинчен хаклăраххи нимӗн те çук.

Вырсарникунхи мероприятие пӗр ӳстермесӗр туслăх уявӗ теме пулать. Çак сăмахсенех ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ, Хусанти Туслăх Çурчӗн директорӗ Ирек Шарипов та каларӗ.

- Паян кунта хăйсен йăх-несӗлне, культурине хаклакансем пуçтарăннă. Çакна вӗсем хитре сăмахсемпе кăна мар, ӗçпе çирӗплетеççӗ. Хăйсен ачисем тăван халăхран ан пăрăнччăр тесе тăрăшаççӗ. Тутарсен каларăшне асăнас килет ку чухне: аслашшӗ тутар пулни мар, мăнукӗ тутар пулни тутар шутланать, теççӗ. Халӗ-и е каярах - пурпӗрех çак шухăш патне килсе тухатпăр... Паян кунта пуш алăпа килмен эп. Нумай нациллӗ вырсарни шкулне Рафис Курбанăн кӗнекине парнелес килет, вăл унти сăвăсене 22 чӗлхене куçарнипе хаклă. Ăна вулама çав тери интереслӗ, çав куçарусем урлă юлташсен, кӳршӗсен, çумри çынсен пурнăçне лайăхрах ăнланатăн. Хăй халăхне кăна куракан этеме шеллемелли кăна юлать, мӗншӗн тесен вăл пурнăçа пӗчӗк шăтăкран анчах курать. Пирӗн тӗнче вара анлă, Туслăх Çуртӗнче çакна эпир лайăх куратпăр, - терӗ Ирек Ильдусович.

Парнесем çакăнпа вӗçленмерӗç. Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн директорӗ Майя Хухунашвили чăваш уйрăмӗн директорне Сильвия Чаркинана пичетрен тин çеç тухнă виçӗ чӗлхепе кăларнă «Йăван паттăр» кӗнекене тата чăвашла мультфильм дискне панелерӗ. Майя Мануиловна сăмахӗсемпе, çак кӗнекене Тутарстанри чăваш компоненчӗллӗ кашни вырсарни шкулне салатӗç.

Петӗр Хусанкайăн юбилейне палăртма çак кун Тутарстанри Чăваш писателӗсен союзӗн председателӗ, ЧР Профессионаллă писательсен союзӗн пайташӗ Николай Сорокин, Раççей Писательсен союзӗн секретарӗ, РФ Патшалăх премийӗн лауреачӗ, ТР Г.Тукай ячӗллӗ преми лауреачӗ, поэт Ренат Харис, ТР тава тивӗçлӗ тухтăрӗ, ТР писательсен союзӗн пайташӗ, юрăç-поэт Марс Хафизов хутшăнчӗç. Николай Сорокин хăй ачалла Петӗр Хусанкайпа тӗл пулнине кăсăклăн каласа пачӗ. Ренат Харис Петӗр Хусанкай чăвашсен кăна мар, вăл тӗнче шайӗнчи Раççей писателӗ пулнине çирӗплетрӗ. Поэтпа тӗлпулăвӗсем çинчен аса илчӗ, Хусанкайăн гимн шайӗнчи «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» сăввине тутарла вуласа пачӗ. Тутарстанри Чăваш писателӗсен союзӗн пайташӗ Ирина Трифонова Хусанкая халалланă хăйӗн сăввине вуласа пачӗ.

Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗн директорне Сильвия Чаркинăна вара тивӗçлипе тав тăвас килет. Вӗсем хатӗрленӗ концерт çӳллӗ шайра иртрӗ. Вырсарни шкулӗн воспитанникӗсем хăйсен пултарулăхне тӗрлӗ енлӗн кăтартса пачӗç. Чи кӗçӗнни София Чаркина чăвашла юрăпа савăнтарчӗ. ЧНКА çумӗнчи чăваш çамрăкӗсен «Аталан» организацин пайташӗсем те хастар хутшăнчӗç. Унăн ертӳçи Марина Кудряшова Хусанкайăн «Çывăр пӗчӗкçӗ чăваш» сăввипе çырнă сăпка юррине юрларӗ, ун валли ятарласа пӗчӗк постановка хатӗрленӗ. Чăваш çемйин телейлӗ пурнăçӗн пӗр сыпăкне курса килентӗмӗр.

Мероприятие Хусанти культурăпа искусствăсен институчӗн студенчӗ Дмитрий Глуховпа нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн методисчӗ Гузель Махмутова ертсе пычӗç, профессилле шайра. Дмитрие мухтамалла. Ертсе пынисӗр пуçне вăл ташларӗ те, театрализациленӗ постановкăна та хутшăнчӗ. Уйрăммăн Вырсарни шкулӗн воспитанникӗсене асăнас килет, вӗсем Петӗр Хусанкайăн сăввисене 14 чӗлхепе вуласа пачӗç. Номер мероприятин кульминацийӗ пулчӗ темелле. Проект педагогсем тăрăшнипе пурнăçланнă. Сильвия Чаркина каланă тăрăх, «Эпир пулнă, пур пулатпăр!» сăвва вӗсем хăйсем тӗллӗн куçарнă.

Хусанкая халалланă литературăпа музыка уявӗ, пӗтӗмлетсе каласан, çав тери ырă атмосферăра иртрӗ. Ытти халăх çыннисем чăвашсене лайăх концерт парнеленӗшӗн тав туни темрен пахарах.

Видеокадрсемпе тивӗçтерекенӗ Марина Кудряшова

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев