Ыран, май уйăхӗн 17 мӗшӗнче «Рубин» тата ЦСКА футбол командисем хушшинче матч иртет. Ку вăйă Хусан хулишӗн Конфедераци кубокĕ умӗн тӗрӗслев матчӗ шутланнине палăртса хăвармалла, çавна кура «Казань-Арена» стадион таврашӗнче (Арбузов, Ямашев, Гаврилов, Сигбат Хаким тата Чистопольски урамӗсем) 17.30 сехетрен пуçласа 23.30 сехетчен çулсене хупаççӗ тесе пӗлтерет ТР ШĔМĕн пресс-служби....
Ыран, май уйăхӗн 17 мӗшӗнче «Рубин» тата ЦСКА футбол командисем хушшинче матч иртет. Ку вăйă Хусан хулишӗн Конфедераци кубокĕ умӗн тӗрӗслев матчӗ шутланнине палăртса хăвармалла, çавна кура «Казань-Арена» стадион таврашӗнче (Арбузов, Ямашев, Гаврилов, Сигбат Хаким тата Чистопольски урамӗсем) 17.30 сехетрен пуçласа 23.30 сехетчен çулсене хупаççӗ тесе пӗлтерет ТР ШĔМĕн пресс-служби.
Хулари транспорт яланхи йӗркепех çурӗ, анчах та транспорт «Адоратская» чарăнуран тытăнса «Ветеринарный институт» таран чарăнмасăр иртӗ. Унсăр пуçне, троллейбуссен çӳревне те чакарӗç.
Матча килнӗ хăнасен машинисене суту-илӳ центрсен парковкисене вырнаçтарма май пулать. Пурӗ 10 вырăнта: «Олимп» спорт комплексӗ (Чистопольски урамӗ 65 çурт); «Татнефть Арены» çумӗнчи паркинг (хоккей комплексӗ «Ак Барс» Сибгат Хаким урамӗ 23 çурт); гипермаркет «Леруа Мерлен» (Фатых Амирхан проспекчӗ 3 çурт); кӗрешӳ керменӗ «Ак Барс» (Фатых Амирхан проспекчӗ 1 çурт); ТРК «Парк Хаус» (Хусаин Ямашев проспекчӗ 46 çурт); ТРК «Тандем» (Ибрагимов проспекчӗ 56 çурт); суту-илӳ центрӗ «METRO Cash &Carry» (Мулланур Вахитов урамӗ 4 çурт); суту-илӳ центрӗ «Южный» (Çӗнтерӳ проспекчӗ 91 çурт); суту-илӳ центрӗ «Мега» (Çӗнтерӳ проспекчӗ 141 çурт); ТРК «Казанская Ривьера (Фатых Амирхан проспекчӗ 1а çурт).
Нет комментариев