Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Кастинг пӗтӗмлетӗвӗсем хальлӗхе паллă мар-ха

(Ирина Трифонова. Автор сăнӳкерчӗкӗ). «Горизонт кино» киностудипе (Мускав) «Сухба» кинокомпани (Хусан), шантарнă пекех, Тутарстан тӗп хулинче кино ӳкерес ӗçе пуçăнчӗç. Иртнинче килсе кайнă чух Сергей Кожаев проекта 2018 çул вӗçне вӗçлесси пирки пӗлтернӗччӗ. Унччен вăхăт шăпах çулталăк юлать, кино виçипе çав тери сахал. Картинăна ӳкернисӗр пуçне монтаж та тумалла, сасăлатмалла...

(Ирина Трифонова. Автор сăнӳкерчӗкӗ). «Горизонт кино» киностудипе (Мускав) «Сухба» кинокомпани (Хусан), шантарнă пекех, Тутарстан тӗп хулинче кино ӳкерес ӗçе пуçăнчӗç. Иртнинче килсе кайнă чух Сергей Кожаев проекта 2018 çул вӗçне вӗçлесси пирки пӗлтернӗччӗ. Унччен вăхăт шăпах çулталăк юлать, кино виçипе çав тери сахал. Картинăна ӳкернисӗр пуçне монтаж та тумалла, сасăлатмалла тата ытти те. Ӗç нумай. Телее хальлӗхе йăлтах сыпăнса пырать-ха.Тӗп рольсене выляма актерсене палăртнă. Вӗсен шутӗнче Раççейӗн еткерлӗхӗ (Достояние Росии) , опера юрăçи Максим Тимофеев, Франци актерӗ Сами Насери. Тӗп рольсене вылякансем пур, иккӗмӗш планри тата эпизодра ӳкерӗнме суйласси юлнă. Çак тӗллевпе декабрӗн 2-мӗшӗнче съемка команди «Шаляпин-Форза» фильм валли кастинг йӗркелерӗ те. Вăл Хусанти «Гранд отель Казань» хăна çуртӗнче иртрӗ.

Хусаншăн пысăк кино - паллă пулăм. Кастинга çав тери нумай çын килнӗ. Кунта театр училищинче вӗренекенсем те, студентсем те, кино юратакансем те пур, çамрăккинчен пуçласа ватти таранах, пурте кинора ӳкерӗнесшӗн. Кашни хăйне май интереслӗ.

Кастинг мана ытларах Сергей Кожаевăн мастер-класӗ пек туйăнчӗ. Пӗтӗм чунне парса ирттерчӗ вăл ăна. Пухăннисем унăн кашни сăмахне тимлӗн итлерӗç. Ара, хăçан май пулӗ-ха паллă та опытлă режиссерпа тепре тӗл пулма? Пирӗн патра кашни кун кино ӳкермеççӗ. Залра Сергей Геннадьевич сасси кăна илтӗнчӗ тата Дмитрий фотограф камерăпа ӗçлени. Вăл пулас актерсене ӳкерчӗ. Мастер пӗр-пӗр сценăна еплерех вылямаллине ăнлантарсан кашнин ăна çийӗнчех туса пăхма кăмăл çуралчӗ. Режиссер питӗ те ăнланмалла, хавхалануллă каласа парать-çке. «Актерсем» хăйсене рольсенче тӗрӗсленине пăхма кăсăк та, кулăшла та пулчӗ. Хăш-пӗри юрас тӗллевпе рамкăран тухса кайнине те сисмест, театрла вылянипе кулăшла курăнать. Çапла кулса, выляма пикенсе хавас лару-тăрура иртрӗ кастинг. Театр училищин студенчӗсем каланă тăрăх, вӗсем çак икӗ сехет хушшинче çур çулта та вӗренейменнине илни пирки каларӗç. Пулас кинофильмăн маларах ӳкернӗ пӗр пӗчӗк эпизодне те кăштах кăтартса илчӗç, истори пурне те тыткăнларӗ. «Мана эсир пурте хăвăр ăша путни кирлӗ», - терӗ Сергей Кожаев. Каланă - тунă, пурте тарăн шухăша кайрӗç, режиссер сăнарӗ.

Сăмах май, кино сюжечӗпе унта физик студентсем пулмалла. Тӗлӗнмелле те, физик студентсен рольне чăннипех те КФУ физикӗсем килсе ларнă! Ăçта лирика - унта физика! Режиссер килнӗ пӗр çынна та кӳрентерме тăрăшмарӗ, кашнине итлесе пăхрӗ. Кам çинче чарăннине хальлӗхе пӗлтермерӗ-ха. «Шутламалла кунта, фотопробăсене пăхмалла, çын кадрта мӗнле курăннине», - терӗ кӗскен Сергей Геннадьевич.

Кастинг малаллах тăсăлатчӗ пулӗ, анчах юнашар залра халăх Франци актерӗпе Сами Насерипе тата Францин «ылтăн» сассипе Мурат Бурауипе иртмелли творчествăлла тӗлпулăва пуçтарăнма пуçларӗ. Тӗлпулăва «Сухба» кинокомпанин ертӳçи Тахир Тухтаровпа Максим Тимофеев та хутшăнчӗç. Тӗлпулу интереслӗ иртрӗ, залра пӗр пушă вырăн та курăнмарӗ. Сами хăй пирки питӗ те кăсăклă каласа пачӗ, уйрăмах «Такси» кинра ӳкерӗнни çинчен. « Кинофильм проката тухнă хыççăн касса пуçтарăвӗсем чи нумаййи Раççейре пулчӗ. Франци киноне Раççей юратса йышăннинчен тӗлӗнмерӗм, мӗншӗн тесен эпӗ хам та Раççее питӗ юрататăп. Мана кунта аван, Раççей çынни пек туйма мана паспорт та кирлӗ мар», - терӗ Сами Насери тӗлпулура.

Сами Насери малашне пирӗн кулленхи хăна пулса тăрӗ. «Шаляпин- форза» кинона Хусанта ӳкернинпе кунта вăл пӗрре мар килсе кайӗ-ха. Кун пирки тӗплӗнрех «Сувар» хаçатра вуласа пӗлме пултаратăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев