Парăмсене татас пулать
ТР ШӖМ-ӗн Экономика хăрушсăрлăхӗн тата коррупцине хирӗç тăракан Управленийӗн ӗçченӗсем 2011 çулта удобрени тăвакан предприниматель ӗçне налог тӗлӗшӗнчен тӗрӗсленӗ. Тӗрӗслев пӗтӗмлетӗвӗсемпе усламçăн 1,5 миллион тенкӗ налог тата 300 пин тенкӗ штраф тӳлемелле пулнă. 2013 çулта усламçă хăйне панкурт тесе йышăнма ыйтса Арбитраж судне заявлени çырса панă. Арбитраж сучӗн йышăнăвӗпе ăна...
ТР ШӖМ-ӗн Экономика хăрушсăрлăхӗн тата коррупцине хирӗç тăракан Управленийӗн ӗçченӗсем 2011 çулта удобрени тăвакан предприниматель ӗçне налог тӗлӗшӗнчен тӗрӗсленӗ. Тӗрӗслев пӗтӗмлетӗвӗсемпе усламçăн 1,5 миллион тенкӗ налог тата 300 пин тенкӗ штраф тӳлемелле пулнă.
2013 çулта усламçă хăйне панкурт тесе йышăнма ыйтса Арбитраж судне заявлени çырса панă. Арбитраж сучӗн йышăнăвӗпе ăна панкрут тесе йышăннă, ун тӗлӗшӗпе конкурс производстви пуçарнă. Кредиторсен требованийӗсен шутне 6,5 миллион тенкӗлӗх парăм кӗртнӗ реестра.
Тӗпчев мерпориятийӗсем пынă хушăра предприниматель панкрута тухиччен тăванӗсене çӗр участокӗ тата Хусанта пурăнмалли мар пӳлӗм пӗр тӳлевсӗр парнелени палăрнă. Унсăр пуçне 2015 çулхи апрель уйăхӗнче усламçă тăванӗсене тата 4 çӗр участокӗ парнеленӗ.
Конкурс управляющийӗ банкротство процедурине пуçарнă хыççăн парнелев килӗшӗвӗсене саккунсăр тесе йышăнма ыйтса суда панă, Арбитраж сучӗ усламçă тăванӗсенчен парнеленӗ пурлăхăн хакне тавăрмалла тунă.
Çӗр участокӗсене сутса хăйӗн парăмне татма пултарнă çӗрте усламçă вӗсене тăванӗсене парса пӗтернине палăртнă полицейскисем. Предприниматель пирки уголовнăй ӗç пуçарнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев