Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Пӗччен телейлӗ пулма çук

Чăн телей вăл çумра пурăнакансем те телейлӗ пулни, савăнăçа ыттисемпе пӗрле пайлама пӗлни. Шел пулин те, хăш-пӗри çак аслă та ăнлă тӗнчере те тăр пӗччен. Сăмах тăлăх ачасемпе ваттисен çуртӗнче пурăнакансем пирки. Йӗри-тавра çынсем пулсан та час-часах вӗсем хăйсене хăр тăлăххăн та пӗччен туяççӗ. Пирӗн тивӗç кунта - вӗсене чун...

Чăн телей вăл çумра пурăнакансем те телейлӗ пулни, савăнăçа ыттисемпе пӗрле пайлама пӗлни. Шел пулин те, хăш-пӗри çак аслă та ăнлă тӗнчере те тăр пӗччен. Сăмах тăлăх ачасемпе ваттисен çуртӗнче пурăнакансем пирки. Йӗри-тавра çынсем пулсан та час-часах вӗсем хăйсене хăр тăлăххăн та пӗччен туяççӗ. Пирӗн тивӗç кунта - вӗсене чун ăшши парнелесси. Ку пачах та йывăр мар, кăмăл çеç пултăр.

Хусан Митрополичӗн, Çветтуй асапçă Кирилл ячӗллӗ архиерей подворйи те, акă, хăй тавра ыркăмăллă çынсене пуçтарма шутланă. Январӗн 8-мӗшӗнче, раштав праçникӗпе вӗсем ачасемпе ваттисен çуртӗнче пурăнакансене, килсӗрсене саламлама хатӗрленет. Çак тӗллевпе, гуманитарилле пулăшу акцине йӗркеленӗ. Кăмăл тăвакансем Хусанти Чистопольски урамӗнче вырнаçнă чиркӗве ачасемпе ваттисем валли теттесемпе пылак çимӗçсем, ăшă тумтир тата ытти парнесем пырса пама пултараççӗ. Камăн мӗнле май пур - пурте юрăхлă пулӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев