Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Президент полкне пурне те илмеççӗ

(А.Эшкинин сăнӳкерчӗкӗ). Ӗнер Хусанта Тутарстан каччисене çар элити шутланакан Президент, Преображени тата Семенов полкӗсене савăнăçлă лару-тăрура хӗсмете ăсатрӗç. Призывниксем валли Ветеринари академийӗн студенчӗсем концерт йӗркеленӗччӗ. Паллах, кун пек мероприятисем çар тата тӗн çыннисен пилӗсӗр те иртмеççӗ, хальхинче те призывниксене Тутарстанри вăрçă тата çар службин ветеранӗсен огранизацийӗн председателӗ Ахат Юлашев генерал-майор,...

(А.Эшкинин сăнӳкерчӗкӗ). Ӗнер Хусанта Тутарстан каччисене çар элити шутланакан Президент, Преображени тата Семенов полкӗсене савăнăçлă лару-тăрура хӗсмете ăсатрӗç. Призывниксем валли Ветеринари академийӗн студенчӗсем концерт йӗркеленӗччӗ. Паллах, кун пек мероприятисем çар тата тӗн çыннисен пилӗсӗр те иртмеççӗ, хальхинче те призывниксене Тутарстанри вăрçă тата çар службин ветеранӗсен огранизацийӗн председателӗ Ахат Юлашев генерал-майор, Хусан епархийӗн протоиерейӗ Виталий Тимофеев,Тутарстан мăсăльманӗсен духовнăй управленийӗн представителӗ Тимергали хазрат Юлдашев Тăван çӗршыв умӗнчи тивӗçе тӳрӗ кăмăлпа пурнăçлама чӗнсе ăнăçу сунчӗç.

Аса илтеретпӗр, ку полксене кашниех лекеймест. Урăхла каласан, Оборона министерствин приказӗпе килӗшӳллӗн, Преображени полкне каякан призывникăн çӳллӗшӗ 180 сантиметртан лутра, селӗп, ӳчӗ çинче нимӗнле суран йӗрӗ те, наколка та пулмалла мар. Каччăсене мӗнпур параметрпа тӗрӗсленисӗр пуçне ашшӗ-амăшӗ мӗнле çын пулнине те шута илеççӗ. Президент тата Семеновски полксене те çакăн пекех требованисем, унта каччăсен çӳллӗшӗ 5 сантиметр лутрараххисене те илеççӗ. Çавăнпа çак полксене каймалли каччăсене çур çул маларах суйлама тытăнаççӗ. Полксен офицерӗсем вӗсен анкетисене пăхаççӗ, кайран Призыв пунктне килсе кашни призывникпа собеседовани ирттереççӗ.

Тутарстанăн çар комиссарӗ Сергей Погодин каланă тăрăх, кăçал республикăран пурӗ 3500 каччă салтак ретне тăрӗ, вӗсенчен 1002-шӗ çар чаçӗсене кайнă та ӗнтӗ.



Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев