Республикăн 17 районӗнче çӗр çурăлать
Азнакай, Элкел, Элмет, Апас, Павлă, Пӗкӗлме, Заинск, Ешӗлвар, Кайпăç, Лениногорск, Мӗслӗм, Çӗнӗ Шуçăм, Нурлат, Сарман, Çарăмсан тата Ютаза районӗсенче чрезвычайлă лару-тăру режимӗ...
Нумай вăхăт шăрăх та типӗ çанталăк тăнине кура республикăн 17 районӗнче çӗрти нӳрӗк сисӗнмеллех чакнă. ТР ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗ М. Ахметов пӗлтернӗ тăрăх, çакă вырăн-вырăнпа вăтамран 163 миллиметр вырăнне кăçал пурӗ те 40 миллиметр чухлӗ кăна çумăр çунипе çыхăннă-мӗн. Çавна кура республикăн 17 районӗнче (Азнакай, Элкел, Элмет, Апас, Павлă, Пӗкӗлме, Заинск, Ешӗлвар, Кайпăç, Лениногорск, Мӗслӗм, Çӗнӗ Шуçăм, Нурлат, Сарман, Çарăмсан тата Ютаза) çӗр типни палăрать. ТР Президенчӗ Р.Минниханов çанталăкăн çӗрти тата сывлăшри типӗлӗхӗ, типӗ çил пек пулăмӗсем апат-çимӗç хăрушсăрлăхӗшӗн кăларса тăратакан хăрушлăха сирес тӗллевпе çак районсенче августăн 3-мӗшӗнчен чрезвычайлă лару-тăру режимӗ пуçласси пирки хушу кăларнă.
Муниципалитетсен пуçлăхӗсемпе ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствисене пилӗк кун хушшинче чрезвычайлă лару-тăру чăрмавӗсене сирмелли мероприятисем хатӗрлеме хушнă. (Сăнӳкерчӗк http://tatarstan.ru сайтран).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев