Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Шаляпина куртăр-тăк – тӗлӗк мар

(Л.Михалева сăнӳкерчӗкӗ). Тӗнчипе паллă опера юрăçине Шаляпина çитес вăхăтра Хусан урамӗсем тăрăх утнине курсан, йăванса ан кайăр. Тӳрех асăрхаттаратпăр - тӗлӗк мар ку. Федор Иванович нумая пулмасан та, паянхи вăхăта чăнах та таврăнать. Мускаври «Горизонт кино» тата Хусанти «Сухба кинокомпани» Шаляпин çинчен кино ӳкерме хатӗрленеççӗ иккен, хăш-пӗр сюжетсене шăпах Хусанта...

(Л.Михалева сăнӳкерчӗкӗ). Тӗнчипе паллă опера юрăçине Шаляпина çитес вăхăтра Хусан урамӗсем тăрăх утнине курсан, йăванса ан кайăр. Тӳрех асăрхаттаратпăр - тӗлӗк мар ку. Федор Иванович нумая пулмасан та, паянхи вăхăта чăнах та таврăнать. Мускаври «Горизонт кино» тата Хусанти «Сухба кинокомпани» Шаляпин çинчен кино ӳкерме хатӗрленеççӗ иккен, хăш-пӗр сюжетсене шăпах Хусанта ӳкерӗç те. Çак тӗллевпе Сергей Кожаев режиссерпа «Горизонт кино» генеральнăй директорӗ, продюсер Вера Соколова çак кунсенче ятарласах Хусана килсе кайрӗç. Сăмах май, кинора ӳкерӗнес текен актерсем валли Хусанта кастинг та йӗркеленӗ. Сергей Кожаев пӗлтернӗ тăрăх, вӗсем Федор Ивановичран тӗлӗнмелле майпа пирӗн вăхăта çакланнă хăватлă сăнар тума ӗмӗтленеççӗ. Паллах, вăл историлле кино пулмасть. Ăна фантасмагори жанрӗпе ӳкерме хатӗрленеççӗ. Унта Франци актерӗ Сами Насери (ăна эпир ытларах «Таксист» кино тăрăх пӗлетпӗр) те ӳкерӗнет, тата ытти паллă киноçăлтăрсем те пулаççӗ. Мӗншӗн Шаляпин, мӗншӗн фантасмагори? Çак ыйтусен тупсăмне Сергей Кожаев «Сувар» хаçата панă интервьюра вуласа пӗлме пулать. Хаçат ыран, ноябрӗн 17-мӗшӗнче тухать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев