Шăрăхра та ОРВИ пулать-и?
Июлӗн 30-мӗшӗнчен пуçласа августăн 5-мӗшӗччен республикăра 6491 çын ОРВИпе чирленӗ...
«Татар-информ» ИА Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн пресс-службин хыпарӗ çине таянса пӗлтернӗ тăрăх, иртнӗ эрнере (июлӗн 30-мӗшӗнчен пуçласа августăн 5-мӗшӗччен) республикăра ОРВИпе чирленӗ 6491 тӗслӗхе шута илнӗ. Ун умӗнхи эрнепе танлаштарсан, 22 процент нумайрах ку (ун чух 5294 тӗслӗхе шута илнӗ пулнă). Апла пулин те эпидеми теме иртерех-ха, мӗншӗн тесен чирлес шай эпидпорогран 5,6 процент пӗчӗкрех. Тӗпрен илсен, ку чирсен сезонӗ кӗрхи-хӗллехи йӗпе-сапаллă вăхăтра пуçланать. Чирлес мар тесен çуллахи вăхăтра иммунитета çирӗплетме тăрăшмалла тата вăхăтра прививка тума хатӗрленмеллине аса илтеретпӗр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев