Теччӗпе Кайпăçра ача çуралмасть. Мӗншӗн?
Демографи лару-тăрăвӗ çӗршывра каллех чакма пуçлани сисӗнет. Тутарстанра та çавăн пекех курăну. ТР Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова ТР Министрсен Кабинетӗнче ытларикун иртнӗ ларура пӗлтӗрхи çулталăкăн пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх республикăн 32 районӗнче çын шучӗ сисӗнмеллех чакнине каланă. Çакă ӗнтӗ чи малтан ваттисем майпен вилсе пынипе, çамрăксем вара яла...
Демографи лару-тăрăвӗ çӗршывра каллех чакма пуçлани сисӗнет. Тутарстанра та çавăн пекех курăну. ТР Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова ТР Министрсен Кабинетӗнче ытларикун иртнӗ ларура пӗлтӗрхи çулталăкăн пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх республикăн 32 районӗнче çын шучӗ сисӗнмеллех чакнине каланă. Çакă ӗнтӗ чи малтан ваттисем майпен вилсе пынипе, çамрăксем вара яла юлманнипе çыхăннă.
«Çӗршывра, республикăра демографи кăтартăвӗсем чакни курăнать. 2017 çулта Тутарстанра 2016 çулхинчен 7,7 пин ача сахалрах çуралнă», - тенӗ министр.
Уйрăмах яллă вырăнсенче ку енӗпе лару-тăру çивӗч. Теччӗ, Кайпăç, Рыбно-Слободски тата Камско-Устьински районӗсенче ытти районсенчен те ачасем сахалрах çуралаççӗ. Сăлтавӗ каллех ялсенче ача çуратмалли çулсенчи çамрăксен шучӗ калама çук сахалли. Сăмах май, Теччӗ районӗнче ялсем пӗтес процесс ытти районсенчен чи малтан пуçланнă.
Хальхи вăхăтра республикăн 6 районӗнче тата 2 хула округӗнче (Хусан, Çырчалли хулисенче тата Элмет, Анат Кама, Елабуга, Пӗтреç, Балтаси тата Саба районӗсенче) кăна çын шучӗ ӳсни сисӗнет.
Демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тӗллевпе Тутарстан влаçӗсем ялта виçӗ çултан кая мар пурăнакан хӗрарăмсене социаллă пулăшу памалли мерăсем йышăннă. 25 çула çитмен çамрăк аннесене 2018 çултан пӗрремӗш ачана çуратнăшăн - 50, 29 çула çитмен аннесене виççӗмӗш ачашăн пӗр хутчен 100 пин тенкӗ укçа тӳлӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев