Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

«Туслă поликлиникăсем»

Республикăри поликлиникăсем малашне пурте «туслă» пулаççӗ тесе пӗлтернӗ ТР сывлăх сыхлав министрӗ Адель Вафин «Татар-информ» агентствăна панă интервьюра. «Эпир вӗсене «туслă поликлиникăсем» тесе ахальтен ят памарăмăр. Мӗншӗн тесен поликлиникăра яланах тӗп вырăнта чирлӗ çын пулмалла. Çавăнпа задачăсем чăнах та питӗ пысăк, çынсене пирӗн сиплемелле кăна мар, сывлăхне упрамалла, - тенӗ...

Республикăри поликлиникăсем малашне пурте «туслă» пулаççӗ тесе пӗлтернӗ ТР сывлăх сыхлав министрӗ Адель Вафин «Татар-информ» агентствăна панă интервьюра. «Эпир вӗсене «туслă поликлиникăсем» тесе ахальтен ят памарăмăр. Мӗншӗн тесен поликлиникăра яланах тӗп вырăнта чирлӗ çын пулмалла. Çавăнпа задачăсем чăнах та питӗ пысăк, çынсене пирӗн сиплемелле кăна мар, сывлăхне упрамалла, - тенӗ вăл.

Хальхи вăхăтра ТР Сывлăх сыхлав министерстви пирвайхи звенона çӗнетет.

«2017 çулта «Корпоративный университет» проекта хута ятăмăр. Хальхи вăхăтра медицина сотрудникӗсене вӗрентетпӗр, ку ӗçе ертӳçӗсенчен пуçларăмăр. ТР Президенчӗн хушăвӗпе кăçал ноябрьте Раççей Сбербанкӗпе тата Корпоративный университетпа пӗрле тренинг-семинар иртрӗ», - палăртнă кун пирки.

Хусанти, Çырчаллинчи, Анат Камăри, Элметри поликлиникăсенче юсав ӗçӗсем пыни пирки те асăннă министр. Ун сăмахӗсем тăрăх, вӗсене пурне те 2017 çул вӗçӗнче юсаса пӗтермелле. Кунсăр пуçне Р.Минниханов хушăвӗпе Хусан хулин варринчи культура еткерлӗхне кӗнӗ 7 медицина клиникине те реставраци тăвӗç. (Оксана Романова сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев