Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Участковăй пурăнакан ялта йӗркене пăсмаççӗ

(Ирина Кузьмина. Сăнӳкерчӗк ТР ШӖМ сайтӗнчен). Полицин участок уполномоченнăйӗсен служби йӗркеленнӗренпе ыран 94 çул çитет. Хальхи вăхăтра республикăра 1200 участок уполномоченнăйӗ талăкӗпех йӗрке хуралӗнче тăрать. Шел те, çак капашсăр йывăр ӗçӗ вӗсен курăнмасть, нумай чухне хисепсӗр те. Тӗрӗссипе, республикăра пулакан кашни 4-мӗш преступление участковăйсем уçаççӗ. ТР ШӖМӗн участок уполномоченнăйӗсен тата...

(Ирина Кузьмина. Сăнӳкерчӗк ТР ШӖМ сайтӗнчен). Полицин участок уполномоченнăйӗсен служби йӗркеленнӗренпе ыран 94 çул çитет. Хальхи вăхăтра республикăра 1200 участок уполномоченнăйӗ талăкӗпех йӗрке хуралӗнче тăрать. Шел те, çак капашсăр йывăр ӗçӗ вӗсен курăнмасть, нумай чухне хисепсӗр те. Тӗрӗссипе, республикăра пулакан кашни 4-мӗш преступление участковăйсем уçаççӗ.

ТР ШӖМӗн участок уполномоченнăйӗсен тата çул çитменнисен ӗçӗсемпе ӗçлекен подразделенин ӗçне йӗркелесе пыракан управленийӗн ертӳçи З.Гарафиев паян журналистсемпе тӗл пулсан республикăра преступленисен шучӗ чакнин сăлтавне шăпах участковăйсен тăрăшуллă ӗçӗпе çыхăнтарчӗ. «Ытти çулсенче республикăра куллен 8-15-шар преступлени пулатчӗ-тӗк, халӗ 1-2-рен ытла мар. Ӗнер кăна-ха пирӗн опытпа Мускав интересленчӗ»,- терӗ.

Паллах, участковăйсемпе йӗркене хураллакан обществăлла пунктсем профилактика ӗçне нумай илсе пынипе те çыхăннă ку. Полици уйрăмӗсенчен аякра вырнаçнă ялсенче республика программипе участковăйсем валли ӗç пӳлӗмӗпех пӗрле пурăнмалли çуртсем лартни те хăй çимӗçне кӳретех. Участковăй пурăнакан административлă участокра, тӗслӗхрен, йӗркене пăсни сайра пулать.

Участковăйсен ӗçне вырăнти халăх хаклать, статистика вара çирӗплетет. Çулталăк пуçланнăранпа кăçал вăл çапларах: республикăри участковăйсем пӗтӗмпе 5271 преступление уçнă, 9 наркопритона хупнă, 31650 çынна профилактика учетне тăратнă, граждансен 280 пин çăхавне пăхса тухнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев