Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Уйăх календарӗпе – эрне ăнăçлă

Октябрь, 21 Хӗвел: тухать - 6.26, анать - 16.28, кун тăршшӗ - 10.02. Уйăх: тухать - 7.46, анать - 17.37. Уйăх календарӗпе - 3-мӗш кун. Ума лартнă тӗллевсене пурнăçлас шанăç пысăк, теветкелленме хăрамалла мар. Çак кун çуралнă: Никита Михалков (1945). Октябрь, 22 Хӗвел: тухать - 6.29, анать - 16.26, кун...

Октябрь, 21

Хӗвел: тухать - 6.26, анать - 16.28, кун тăршшӗ - 10.02. Уйăх: тухать - 7.46, анать - 17.37.

Уйăх календарӗпе - 3-мӗш кун. Ума лартнă тӗллевсене пурнăçлас шанăç пысăк, теветкелленме хăрамалла мар.

Çак кун çуралнă: Никита Михалков (1945).

Октябрь, 22

Хӗвел: тухать - 6.29, анать - 16.26, кун тăршшӗ - 9.57. Уйăх: тухать - 8.54, анать - 18.02.

Халăхсен хушшинчи тытăнчăклă калаçакансен кунӗ.

Хавлăхсен хушшинчи хуняма кунӗ.

Уйăх календарӗпе - 4-мӗш кун. Палламан çынсене шанмалла мар, хăвăрăн вăрттăнлăхсене те пурне те каласа памалла мар.

Октябрь, 23

Хӗвел: тухать - 6.31, анать - 16.24, кун тăршшӗ - 9.53. Уйăх: тухать - 10.00, анать - 18.32.

Халăхсен хушшинчи шкул библиотекисен кунӗ.

Раççейре реклама ӗçченӗсен кунӗ.

Уйăх календарӗпе - 5-мӗш кун. Ăс-тăн ӗçӗшӗн ăнăçлă кун. Эмоцисене хăвăрта тытăр.

Çак кун çуралнă: Пеле (1940).

Октябрь, 24

Хӗвел: тухать - 6.33, анать - 16.21, кун тăршшӗ - 9.48. Уйăх: тухать - 11.00, анать - 19.09.

ООН кунӗ.

РФ Хӗç-пăшаллă Вăйӗсен спецназ подразделенийӗсен кунӗ.

Уйăх календарӗпе - 6-мӗш кун. Профессире позицисене çирӗплетме май пур, документсемпе çыхăннă ыйтусене татса пама ăнăçлă тапхăр.

Октябрь, 25

Хӗвел: тухать - 6.35, анать - 16.19, кун тăршшӗ - 9.44. Уйăх: тухать - 11.54, анать - 19.53.

РФ таможенник кунӗ.

Раççейре кабель промышленноçӗн ӗçченӗсен кунӗ.

Уйăх календарӗпе - 7-мӗш кун. Кăткăс, яваплă ӗçсенчен хăрамалла мар, хытă тăрăшсан пӗтӗмпех ававн пулать.

Çак кун çуралнă: Тамара Семина (1938).

Октябрь, 26

Хӗвел: тухать - 6.37, анать - 16.17, кун тăршшӗ - 9.40. Уйăх: тухать - 12.41, анать - 20.44.

Раççейре хутсăр кун.

Уйăх календарӗпе - 8-мӗш кун. Тӗлпулу, çулçӳрев, çӗнӗ ӗç - пӗтӗмпех ăнать.

Октябрь, 27

Хӗвел: тухать - 6.39, анать - 16.15, кун тăршшӗ - 9.36. Уйăх: тухать - 13.21, анать - 21.42.

Уйăх календарӗпе - 9-мӗш кун. Каçпа пысăк калаçу пуçламалла мар.

Çак кун çуралнă: Николай Караченцов (1944), Ванесса Мэй (1978).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев