Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Вăт студентсем те...

Нурлатри вӗренӳ заведенийӗсенчен пӗринче вӗренекен 18 çулти икӗ студентăн халӗ выртса пăхсан та диплом илесси курăнмасть. Мӗншӗн тесен çитес 7 çул урăх «университет» кӗтет. ТР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, вӗсен енӗпе РФ Уголовнăй кодексӗн 166-мӗш статйипе уголовнăй ӗç пуçарнă. Следствирен курăннă тăрăх, октябрӗн 14,16 тата 20-мӗшӗсенче «ВАЗ-2107», «ВАЗ-21074», «ВАЗ-2105» машинăсене...

Нурлатри вӗренӳ заведенийӗсенчен пӗринче вӗренекен 18 çулти икӗ студентăн халӗ выртса пăхсан та диплом илесси курăнмасть. Мӗншӗн тесен çитес 7 çул урăх «университет» кӗтет. ТР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, вӗсен енӗпе РФ Уголовнăй кодексӗн 166-мӗш статйипе уголовнăй ӗç пуçарнă.

Следствирен курăннă тăрăх, октябрӗн 14,16 тата 20-мӗшӗсенче «ВАЗ-2107», «ВАЗ-21074», «ВАЗ-2105» машинăсене çӗрле кил умӗнчен вăрласа кайни çинчен машина хуçисем полицие пӗлтернӗ. Иккӗшне çывăхри ялсенче тупнă-ха.

Следовательсем çак преступленисен схемине тишкерсе виççӗшне те пӗр çынсемех тума пултарнине палăртнă. Çапла студентсен йӗрӗ çине ӳкнӗ те.

Сăмах май, пӗри маларах судпа айăпланнă пулнă ӗнтӗ. Хальхи вăхăтра уголовнăй ӗçе тӗпчеççӗ. Закон тăрăх, ку преступленишӗн 7 çула тӗрмене хупаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев