Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

«Ӗçри хастарлăхшăн» медальпе чыслаççӗ

Республикăра пурăнакан Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсене çитес вăхăтра Тутарстан Республикин «Мухтавлă ӗçшӗн» медалӗпе наградăламалла. Çапла йышăннă паян ТР Президенчӗ Рустам Минниханов. Кун çинчен ТР вице-премьерӗ Лейла Фазлеева ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра пӗлтернӗ. Медале вăрçă ветеранӗсемпе инваличӗсене параççӗ. Вӗсем республикăра 1596-ăн. Çаплах медале вăрçа кайнă, анчах та çапăçăва хутшăнманнисене...

Республикăра пурăнакан Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсене çитес вăхăтра Тутарстан Республикин «Мухтавлă ӗçшӗн» медалӗпе наградăламалла. Çапла йышăннă паян ТР Президенчӗ Рустам Минниханов. Кун çинчен ТР вице-премьерӗ Лейла Фазлеева ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра пӗлтернӗ.

Медале вăрçă ветеранӗсемпе инваличӗсене параççӗ. Вӗсем республикăра 1596-ăн. Çаплах медале вăрçа кайнă, анчах та çапăçăва хутшăнманнисене (вӗсем 412-ӗн), «Блокадăри Ленинградра пурăнакан» палла илнисене (пурӗ 173-ӗн) тата концлагерь узникӗ пулнисене (188-ăн) параççӗ. Çӗнӗ медале çӳлерех асăннă мӗнпур ветеран Республика кунӗччен илӗ. Медале ветерансене кашнинпе уйрăммăн тӗл пулса параççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев