Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Кайпăç (Кайбицкий)

Кӳлпуçсем Крымра

( Ирина Кузьмина). Августăн 17-27-мӗшӗсенче Крым Республикинчи Черноморски районӗнче «Алтын Майдан» Халăхсем хушшинчи фестиваль-конкурс иртрӗ. Кăçал унта Раççейӗн 40 регионӗнчен пурӗ 69 ансамбль хутшăнчӗ. Сăмах май, фестиваль пӗр çул кăна иртмест. Унăн тӗллевӗ - пӗр программăрах сывă ачасемпе пӗрлех сывах маррисен пултарулăхне кăтартасси. Калас пулать, йӗркелӳçӗсем çак ырă тӗллеве çуллен...

( Ирина Кузьмина). Августăн 17-27-мӗшӗсенче Крым Республикинчи Черноморски районӗнче «Алтын Майдан» Халăхсем хушшинчи фестиваль-конкурс иртрӗ. Кăçал унта Раççейӗн 40 регионӗнчен пурӗ 69 ансамбль хутшăнчӗ.

Сăмах май, фестиваль пӗр çул кăна иртмест. Унăн тӗллевӗ - пӗр программăрах сывă ачасемпе пӗрлех сывах маррисен пултарулăхне кăтартасси. Калас пулать, йӗркелӳçӗсем çак ырă тӗллеве çуллен ăнăçлă пурнăçлаççӗ.

«Алтын Майдан» фестиваль кураканӗсен хальхинче Тутарстан чăвашӗсен пултарулăхне те хаклама май пулчӗ. Фестивале Кайпăç районӗнчи Кӳлпуç ялӗнчи «Палан» чăваш ансамблӗ (ертӳçи В.Н. Охотникова) кайрӗ.

Ентешсем унтан пысăк çитӗнӳпе таврăнчӗç. «Игры народов мира. Программа этновечера» тата «Фольклорные ансамбли, работающие в традиционной (аутентичной) форме. Театрализованное представление» номинацисенче I вырăнсене йышăнса Дипломсене тивӗçрӗç. Саламлатпăр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев