Сувар

г. Казань

16+
Нурлат (Нурлатский)

Ялавăрта поэт-фронтовикăн юбилейне паллă турӗç

Нурлат районӗнчи Ялавăрти 600 ача вӗренмелӗх тунă виçӗ хутлă шкулта январӗн 17-мӗшӗнче Михаил Захаров поэт-фронтовик çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă мероприяти иртрӗ. Шкула шăп Михаил Иванович пирӗнтен уйрăлса кайнă çул уçнă. Тирпейлӗ, çутă пӗлӳ çуртӗнче паян вӗренекенсем сахал – вуннăн та çук. Ялавăр шкулӗнчен республикăра ырă ят илнӗ пултаруллă çынсем чылай вӗренсе тухнă. Вӗсенчен ТР тава тивӗçлӗ юристне Александр Сергеевич Огонева, пиçиххипе кӗрешессипе юниорсен хушшинче тӗнче, Раççей чемпионкин ятне çӗнсе илнӗ Юлия Растоскуевăна тата, паллах, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин I степеньлӗ орденӗн кавалерне, манăçми сăвă йӗркисен авторне Михаил Захарова палăртмалла.

Тӗплӗн хатӗрленсе лайăх ирттернӗ мероприяти район шайӗнче  иртрӗ. Апла пулин те йӗркелӳçӗсем ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн председателӗн пӗрремӗш çумне Константин Малышева, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторне Ирина Трифоновăна, Нурлат районӗн ЧНКЦ председательне Галина Терентьевăна йыхравланă. Уява вырăнти ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Ольга Охотникова уçрӗ. Вăлах залра ларакансене хăнасемпе паллаштарчӗ. Нурлат районӗнчи çыравçăсен ушкăнӗ мероприятие хутшăнни уйрăмах сум кӳчӗ мероприятие. Николай Липатов депутат тата Нурлат Хула Канашӗн председателӗн çумӗ хăйӗн сăмахӗнче кашни халăхăн, нацин пултаруллă çыннисем пуррине, вӗсен таланчӗ асра юлтăр тесен çакăн пек мероприятисем кирлине палăртрӗ. ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Евгений Турхан, Нурлат районӗнчи ЧНКЦ пайташӗсем, çыравçăсем – Андриян Григорьев, Маргарита Литта, Валентин Бурайкин, Владимир Кашкаров, Анатолий  Савгачев, Екатерина Хворостева, районти тӗп библиотека директорӗ Роза Липатова, Иван Майков пулчӗç мероприятире.

Константин Малышев залра ларакансене саламласа: «Поэтсем ялан халăхпа. Пирӗн Хусанкай, Алка пур. Вӗсене чăваш тӗнчи пӗлет. Михаил Захаров сăввисене сайра пичетленӗ, тен, çавăнпа ăна паян пит анлăн пӗлмеççӗ. Унăн лирики, пултарулăхӗ, сăввисен илемӗ паллă сăвăçсеннипе пӗр шайрах», – тесе хакларӗ М.Захаров творчествине.  Нумай пулмасть Пăва районӗнче çуралса ӳснӗ поэт-фронтовикăн Валентин Урташăн 100 çулхи юбилейне паллă тунине те аса илчӗ.

«Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова Михаил Захаровăн сăввисене пухса кӗнеке кăларма сӗнчӗ. Çак пархатарлă ӗçе поэтăн 105 çулхи юбилейӗччен пурнăçламаллах тесе шутлать вăл. Сӗнӗве хавхаланса йышăнчӗç, çывăх вăхăтрах Маргарита Литта çак ӗçе пуçăнма пулчӗ.

Залра район çыравçисем пулни юбилей каçне тата сумлăрах турӗ. Михаил Захарова пӗлнӗ, унпа тӗл пулса калаçнисем хăйсен асилӗвӗсене каласа пачӗç. Поэтăн сăнарӗ пазлсенчен пухнăн пуçтарăнчӗ.

Анатолий Савгачев виçӗ хутчен çеç куçа-куçăн курнă ăна, анчах ку тӗлпулусем уншăн нихăçан манăçми.

– Пӗр вунă çултаччӗ ун чух. Яла концертпа пыни асра юлнă, эрех ӗçекенсене питлесе такмаксем калани халь те асрах. Тепрехинче 15 çулсенчи ачаччӗ эпӗ. Шыва кӗрсе таврăнатăп.  Çывăхах килсе чарăннă автобусран  Михаил Иванович тухрӗ. Ун патне пырса сăмах хушрăм. Пирӗн ялта пурăнакан тăванӗсем патне килет иккен. Мана ăсатма ыйтрӗ. «Суккăра çавăтса пыма вăтанмастăн-и?» – тесе ыйтрӗ. Анне те суккăр пулнине, çемьере кӗçӗнни пулнă май час-час çавăтса пынине каласа патăм. Виççӗмӗш хутӗнче, 1976 çулта, эпӗ ун чух ял Совечӗн  председателӗччӗ, суккăррисен обществин ларăвӗнче куртăм. Ун чух районти суккăрсене хуçалăхра пулăшмалли çинчен тухса каларӗ вăл, – аса илчӗ Анатолий Михайлович.

Евгений Турхан поэтăн лирикине мухтарӗ, ăна халалланă сăввине вуласа пачӗ.

Валентин Бурайкин Михаил Захарова 1965 çултанпа пӗлнӗ. Валентин Михайлович ун чухне Нурлатра район хаçатӗнче ӗçленӗ. Тухса калаçакансенчен сăвăçа пуринчен лайăх пӗлекенни вăлччӗ пулӗ. Михаил Захаров ăна сăввисене çырса илме ыйтнă, редакцие çитиччен çӗнӗ сăввисене пуçра тытнă. Валентин Бурайкин 1971 çулта чăвашла тухса тăракан кăларăмра Михаил Захаров çинчен статья çырнă.

1950 çулсен пуçламăшӗнче суккăррисен обществине йӗркеленӗ. Ăна вăрçăран суккăр таврăннă Фатых Хаджимуратов ертсе пынă. Михаил Захаров ун патне  агитбригада йӗркелес сӗнӳпе пынă. Фронтовик-пуçаруçă шухăшне ырласа йышăннă. Ертӳçӗ пулма та хăйнех çирӗплетнӗ. 16 çул ертсе пынă вăл. Хăйех купăс, мандолина каланă, такмакланă та.

Валентин Бурайкин «Сувар» хаçат редакторӗ Михаил Захаровăн кӗнекине кăларма сӗннине ырларӗ, çак ӗçе пӗрле тумалли, районăн та тӳпе кӗртмелли çинчен каларӗ пичет ветеранӗ.

Владимир Кашкаров ача çулӗсенче Пухтеле Михаил Захаров концертпа пынине, купăс каласа такмакланине ăшшăн аса илчӗ.

Андриян Григорьев  Елизавета Илюшкина çыравçă Михаил Захаровăн кӗнекине кăларма материалсем хатӗрлеме пуçлани çинчен каласа пачӗ. Шел, шутланине пурнăçлама пӳрмен Елизавета Тимофеевнăна, 2013 çулта пирӗнтен уйрăлса кайнă вăл. Андриян Александрович Михаил Захаровăн вырăсла куçарнă сăввине, поэта халалласа çырнă хăйӗн сăввисене вуласа пачӗ.

Юбилей каçӗнче Михаил Захаровăн ывăлӗпе хӗрӗ – Герман Михайловичпа Лидия Михайловна пулни мероприятие, калăн кил ăшшине, хăтлăхне хушрӗ. Лидия Михайловна юбилея хатӗрлекенсене, ашшӗне сума суса килнисене тав турӗ. Ашшӗн сăввисене вуларӗ.

Халӗ Герман Михайлович Первомайски поселокӗнче пурăнать, унăн икӗ ывăл – Нурлатра, Хусанта пурăнаççӗ вӗсем. Лидия Михайловна ывăлпа хӗр çуратса ӳстернӗ, халӗ мăнукӗсем те пур ӗнтӗ. Михаил Захаров хӗрӗ мăшăрӗпе  Ульяновск облаçӗнче пурăнать.

Хӗрӗ каласа панă тăрăх, Михаил Ивановичăн пушă вăхăт пулман та иккен – ӗçсӗр ларма пултарайман вăл. Хăй пултаракан ӗçсене пурнăçланă килте, сетка-авоськăсем çыхнă. Халиччен упранса юлнă вӗсем, Лидия Михайловна юбилей мероприятине те илсе пынă вӗсене. Амăшӗ, Татьяна Владимировна, совхозра та ӗçленӗ, пӗр тапхăр шкулта техничкăра та вăй хунă. Вăл 85 çула çитиччен пурăннă.

Юбилей мероприятийӗ Михаил Захаров сăввисене илемлӗ вулассипе шкул ачисен хушшинче ирттернӗ конкурса пӗтӗмлетнипе, «Палан», «Пилеш», «Сударушка» юрă ансамблӗсен, Антонина Артамонова тата Раиса Кузьмина солисткăсен концерт номерӗсемпе вӗçленчӗ.

Михаил Захаров усă курнă кулленхи япаласене – тăмра, Брейль алфавичӗ, ӗç хатӗрӗсем – курава тăратнă. Юнашарах Нурлат районӗнчи çыравçăсен кӗнекисем.

Шкулăн таврапӗлӳ музейне те кӗрсе курма тӳр килчӗ мероприятие килнисен. 9-мӗш класра вӗренекен Анжелика Тумакова экскурси ирттерчӗ, ялтан тухнă паллă çынсем çинчен те каласа пачӗ, тăван тавралăх историйӗпе те паллаштарчӗ.

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев