Юхтăр юрă малалла
Чăваш юрри халăхра вăй илсе пырать, вăл анлă сарăлни савăнтарать, мӗншӗн тесен çакă чăваш чӗлхи кирли, манăçа тухманни çинчен калать-çке. Кашни çынна хăйӗн халăхӗн тымарӗсем тытса тăраççӗ, вăл вӗсем патне туртăнать. Тăван чӗлхе енне çаврăнни тӳрех мар, аслăлансан кăна пулса иртет пулсан та, кунта çак утăма çынсем хăйсем тӗллӗн, никам...
Чăваш юрри халăхра вăй илсе пырать, вăл анлă сарăлни савăнтарать, мӗншӗн тесен çакă чăваш чӗлхи кирли, манăçа тухманни çинчен калать-çке. Кашни çынна хăйӗн халăхӗн тымарӗсем тытса тăраççӗ, вăл вӗсем патне туртăнать. Тăван чӗлхе енне çаврăнни тӳрех мар, аслăлансан кăна пулса иртет пулсан та, кунта çак утăма çынсем хăйсем тӗллӗн, никам хистемесӗр туни питӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ.
ЧУН ĂШШИ
Юрă - чуна çывăх жанр, вăл чӗрене сисӗнмесӗр кӗрсе вырнаçать. Çăмăллăнах асра юлакан юрă кăмăл-туйăма çӗклесе нумайччен çынна савăнтарать.
Кашни чăваш ялӗнче тенӗ пекех хăйсен ансамблӗ пур. Илем патне туртăнакан çынсем пултарулăх ушкăнӗсене чăмăртанаççӗ Сăвăпа кӗвве пӗрлештерекен юрă урлă вӗсем чăваш культури сарăлтăр тесе тăрăшаççӗ.
Юлашки çулсенче ача-пăча коллективӗсен шучӗ те ӳсрӗ. Вӗсен ертӳçисем вӗренекенсене наци уявӗсем, йăлисем патне явăçтараççӗ.
ПАХАЛĂХ
Чăваш эстрадинче те çулсерен çӗнӗ ятсем, ушкăнсем палăраççӗ. Ку, паллах, лайăх. Тивӗçлӗ артистсем пурри пирки те иккӗленместпӗр. Анчах та çаксем ытларах чухне профессионаллă проектсем мар. Куракансене пахалăхсăр юрăсене ытларах та ытларах сӗнеççӗ. Паллă пулас, сцена çине хăпарас тӗлӗшпе кам кăна тăрăшмасть, шел пулин те, ытларах чухне ку ниме тăман «специалистсем». Çынсен умне хăвăн пултарулăхна илсе тухса кăтартиччен малтан мӗнле-тӗр пӗлӳ, хăнăху, сисӗм кирли çинчен шутлакан сахал.
ПЛЮСОВКА
Чăваш эстрадин пысăк проблемисенчен пӗри - юрлакан чӗлхене пӗлменни. Çавна кура артист юрăри шухăша çынсем патне çитереймест, вара унăн сассине çыртарнă фонограммăпа усă курма тивет. Анчах та «плюсовкинче» те пирӗн тăван чӗлхери сăмахсене ăнланмалла мар пуличчен «хайăрса» пӗтернӗ. Ку вăл ют çӗршывран килнисен кăна мар, чăвашсенех çапла пулса тухать. Мӗншӗн тесен ахаль пурнăçра вӗсем чăвашла калаçмаççӗ. Юрласа çеç чапа тухасшăн.
ШУХĂШ
Пирӗн эстардăри тепӗр анлă сарăлнă пролема - юрă произведенийӗсен пахалăхне мар, шутне ӳстерни. Вӗсен юррисем кашни кӗтесрен янăраччӗр тесе, паллăрах пулас текенсем юрă пахалăхӗ, эмоцилле туллилӗхӗ пирки чи кайран шутлаççӗ. Ытларах чухне вӗсем шухăшсăр юрăсем калăплаççӗ, вӗсенче стандартлă пуплев тата музыка çаврăнăшӗсем.
ПЛАГИАТ
Çакăн çумнех плагиата та хушма пулать. Чăваш юрăçисем вырăс, тутар исполнителӗсен юррисне ытларах та ытларах куçараççӗ. Нумай чухне çак «произведенисене» çын умне кăларни килпетсӗр тата ăссăрла пулса тухать. Чи хăрушши кунта - юрăç çак ӗçе «вăйлă», «лайăх», «чăнкă» тесе шутлани.
РЕПЕРТУАР
Тепӗр анлă сарăлнă проблема - чӗрӗ сасă çукки. Эстрада çине тухас тата унта чечекленес тесен кашни артистăн е коллективăн професионаллă хăнăхусем пулмалла. Репертуара пӗлсе суйламалла, куракана чӗререн хисеплемелле, кашни произведение пуçпа кӗрсе кайса ăна хăвăр витӗр кăлармалла. Унтан тин сире хисеплеме тытăнаççӗ.
ТАНЛАШТАРУ
Пур-ши чăваш эстрадинче хăйсен стильне тытса пыракан ушкăнсем? Пур. Тӗслӗхрен, «Çавал» юрăпа ташă ансамблӗ хальхи саманаран юлмасть. «Хусан чăвашӗсем» пирки те хăйсен çулӗпе утаççӗ тенӗ пулăттăм. Вӗсене никампа танлаштарма та кирлӗ мар-тăр. Çак пултарулăх ушкăнӗн аналогӗсем чăваш эстрадинче çук. Шутласа пăхăр-ха: чӗрӗ сасă, чӗрӗ кӗвӗ, автор произведенийӗсем, юрлас стилӗ хăйсен. Тата ăçта пур ун пекки? Чăваш эстрадинче çӗкленес текенсем шав кам пек-тӗр пуласшăн: ăна копилеççӗ, теприне... Никам пек те пулмалла мар, артист ăнăçăвӗн вăрттăнлăхӗ - хăйевӗрлӗхре.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев