Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Общество

Çӗклесчӗ манăн халăха

Пушкăртстан Республикинчи Ермекей районӗнчи Суккул ялӗнче пурăнакан Н.Прохоров сăвви

Пăхатăн та – куçна чаран,
Пукан пӗри те пушă мар!
Кунта лараççӗ пуçлăхсем,
Укçа çапаç иккен вӗсем.

Мӗнле тупас пӗр вырăн ман?
Хытти пулсан та хирӗç мар.
Анчах лартать пукан сана
Хăйне çӗнсе илсен кăна.

Пукан çине ларас тесе 
Хама тăратрăм суйлава.
Çӗнтертӗм, иртрӗм пуринчен,
Суйлантăм эп депутата.

Эп халь ӗçлетӗп пуçлăхра,
Çӗклесчӗ ман халăхăма!
Кăнна Кушки улăпӗ пек
Чунтан-вартан, мӗн пур вăйпа! 

(К.Малышев сăнӳкерчӗкӗсем)

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России