News
-
Чак-чакшăн та ГОСТ пур халь
Раççей чăн чак-чакӗн ӳлӗмрен рецептури, пахалăхӗпе тӗсӗ, форми ГОСТпа килӗшсе тăмалла.
-
«Манзара» фестивале хутшăнма заявкăсене февралӗн 28-мӗшӗччен йышăнаççӗ
Хусанта июнӗн 5-мӗшӗнче Кивӗ Тутар слободин территорийӗнче Атăлçи тăрăхӗнчи юмахсем фольклор темипе урам ташшипе театрăн «Манзара» фестиваль-конкурсӗ иртет. Çак кун чи лайăххисен ятне илессишӗн Тутарстанран 500 çын тупăшать. Фестивале хутшăнма заявкăсене февралӗн 28-мӗшӗччен йышăнаççӗ. Кун пирки «Татар-информ» агентство пӗлтерет.
-
Сирӗн ялта миçе çерçи? Февралӗн 15-мӗшӗччен шутламалла
Февралӗн 7 – 15-мӗшӗсенче Пӗтӗм Раççейри çерçи çыравӗ иртет. Çапла майпа çӗршывра пӗтӗмпе мӗн чухлӗ кил тата хир çерçийӗ пурăннине, çулталăкăн пӗр вăхăтӗнче ку е вăл вырăнта мӗн чухлӗ çерçи пулнине шута илесшӗн. Çакнашкал тӗпчев 10– 15 çула тăсăлать.
-
Аскольд Де ГЕРСО çуралнă кунне паллă тăвать
Аскольд Де Герсо (Аскольд Алексеевич Герасимов) Павлă районӗнчи Потап-Тăмпăрлă ялӗнче 1969 çулхи февралӗн 10-мӗшӗнче çуралнă. 1978 – 1986 çулсенче ялти шкулта, каярах Оренбургри халăх медицинин халăхсен хушшинчи шкулӗнче вӗреннӗ. Аскольд Де Герсо сакăр кӗнеке – «Асамлă тӗнче», «Юратап эп сана», «Графиня поневоле», «Нежданная гостья», «Нераскрытая тайна гибели Моррисона», «Поэтические зарисовки», «И загляну в твои глаза», «Найди меня в следующей жизни» – авторӗ. Хаклă вулакансем, сире унăн «Таврăнни» калавӗпе паллашма сӗнетпӗр. Унта автор çемье проблемисене çӗклет.
-
Республикăна пӗр килограмм наркотик илсе килесшӗн пулнă
«Малиновка» полицин стационарлă постӗнче автоинспекторсем Марий Элта пурăнакан 43 çулти арçынна чарнă. Водитель сисӗнмеллех пăлханнипе вӗсем унăн япалисене тата автомашинăн салонне тӗрӗслеме шутланă. Тӗрӗслев хыççăн порошоклă 10 ытла пакет тупнă. Экспертиза вӗсенче синтетикăлла наркотик PVP (пурӗ 987 грамм) пулнине çирӗплетнӗ. Кун пирки ТР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.
-
Çамрăксен фестивальне хутшăнма регистраци пырать
35 çула çитмен çамрăксене Халăхсен хушшинчи çамрăксен фестивальне (МФМ-2026) хутшăнма чӗнеççӗ. Заявка йышăнас кампани февралӗн 5-мӗшӗнче «Россия» Наци центрӗнче «Знание» обществăн «Россия – семья семей» марафонӗ вăхăтӗнче пуçланнă. Кун пирки ТР çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-служби пӗлтерет.
-
Аксури «Снеговик-фест»: пӗрле чух хӗллехи сивӗ кун та ăшăрах
Ӗнер Аксу район центрӗнче «Кӳршӗ» проект шайӗнче «Снеговик-фест» çемье пикникӗ иртрӗ. Мероприятие Аксури Тӗп библиотека системи йӗркелесе ирттерчӗ.
-
Çулталăк пуçланнăранпа Тутарстанра çулсем çинче 40 çын вилнӗ
Пӗлтӗрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, çул-йӗр инкекӗсенче вилекенсен шучӗ икӗ хут ӳснӗ.
-
ТР Патшалăх Канашӗнче парламент урокӗсемпе иртнӗ семинарта ОБЖ вырăнне çӗнӗ предмет пулассине пӗлтерчӗç
Февралӗн 16 – 28-мӗшӗсенче республикăри мӗнпур шкулта «Ӗçпе те çар паттăрлăхӗпе Тăван çӗршыва чыслатпăр!» парламент урокӗсем пуçланаççӗ.
-
Совет çарне Афганистанран кăларнă куна халалласа Çӗпрел районӗнче авточупу иртет
Ветерансен автоколонни ирхине 08:00 сехетре Кивӗ Çӗпрелӗнчен тухса Çӗнӗ Йӗлмел ялне каять.
-
Ятарлă çар операцине хутшăнакансене приоритетлă йӗркепе хваттер илме пулать
2025 çулта Тутарстанра ятарлă çар операцине хутшăнакансен валли социаллă ипотекăн çӗнӗ программи ӗçлеме пуçларӗ. Тăватă уйăх хушшинче 20 çемье учета тăнă, вӗсенчен саккăрăшӗ çӗнӗ хваттер туяннă. Кун пирки «Татар-информа» ТР Раисӗ çумӗнчи Патшалăх çурт-йӗр фончӗн пресс-служби пӗлтернӗ.
-
Хирте юр хумлăн-хумлăн выртать – тухăçлă çул пулать
Нарăсăн 9-мӗшӗ – Златоуст. Пӗлӗтсем çиле хирӗç шăваççӗ-тӗк – юр çăвасса; кантăксем тарлани – ăшăтасса. Уйăх шап-шуррăн курăнать-тӗк – сивӗтессе.
-
Ку эрнере укçа хывни тупăш кӳрет
Йăла-йӗркесене пӗлсе тытса пыни çывăх çынсемпе хутшăнусене лайăхлатать. Тахçантанпах ырана хăварса пынă ӗçсене çак кунсенче вӗçлемелле.
-
50 çул вӗрентӳ тытăмӗнче ӗçленӗ
Педагогика ӗçӗн ветеранӗ, Çӗпрел районӗн Хисеплӗ гражданинӗ Николай Федорович Романов çак кунсенче 90 çул тултарчӗ
-
Хӳтӗлевçӗпе тӗл пултăмăр
Валентин Чесноков черетлӗ отпуска таврăнсан хальхинче те ял библиотекине килсе курчӗ. Унта вăл малтан та час-час çӳретчӗ.