Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта 177 çемье çӗнӗ хваттерсен уççине илнӗ

«Салават Купере» пурăнмалли районти «80 лет Победы» ЖК-ра вырнаçнă çӗнӗ çурта çывăх вăхăтра 177 çемье пурăнма куçать. Республикăри социаллă ипотека программи шайӗнче ТР Раисӗ çумӗнчи Патшалăх фончӗн инвестицийӗсем шучӗпе хăпартнă çӗнӗ çуртра бюджет сферинче ӗçлекенсем, программăна пурнăçа кӗртме инвестици хывакан предприяти ӗçченӗсем, çамрăк çемьесем, грант илекен тухтăрсем тата тăлăх ачасем хăйсен пурăнмалли условийӗсене лайăхлатӗç.

Çуртри пур хваттер те  пурăнма хатӗр, вӗсене сантехникăпа, электроплитасемпе, пушар сигнализацийӗн датчикӗсемпе, шыва, электроэнергие шута илмелли счетчиксемпе тата ăшă регуляторӗсемпе тивӗçтернӗ.

Пурăнмалли комплексра 469 хваттерлӗ тата виçӗ çурт туса пӗтернӗ, вӗсем те пурăнма хатӗр. Унта пурӗ 12 çурт пулать, унăн пӗтӗмӗшле лаптăкӗ 120 пин тăваткал метр ытла. Вӗсене пурне те çуран çӳрекенсен бульварӗ пӗрлештерӗ, унта уçăлса çӳреме, спортпа туслашма, ачасемпе выляма май пулӗ. Çӗнӗ пурăнмалли комплексра «машинăсăр картиш» шухăша пурнăçа кӗртеççӗ. Хваттерсен пӗр пайне сывлăх енчен çирӗп мар çынсем валли  ятарласа хатӗрлеççӗ.

Патшалăх çурт-йӗр фончӗн 2026 çулхи инвестици планӗ – Тутарстан хулисемпе районӗсенче пӗтӗмӗшле 150,6 пин тăваткал метрлă 3123 хваттерлӗ 108 çурт тăвасси. Хальхи вăхăта çурт-йӗр хута ярас плана 43,2 процента  пурнăçланă, пӗтӗмӗшле 65,1 пин тăваткал метрлă 1279 хваттерлӗ 31 çурта хута янă.

Социаллă ипотекăпа çуртсем тăвасси «Инфраструктура для жизни» наци проекчӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗрне – граждансене юрăхлă та хăтлă çурт-йӗрпе тивӗçтересси – пурнăçа кӗртме пулăшать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: госжилфонд социальная ипотека Раис РТ