Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанти ресторанӑн шеф-поварӗ Ильгиз Галиев Тунисри турниртан 2 ылтӑн медальпе таврӑннӑ

Мӗн тенӗ Ильгиза Франци эксперчӗ, мӗн ҫиме юратать тӗнчери паллӑ шеф-повар, мӗнпе юраман ӗнерхи апат? Ҫак тата ытти пирки пирӗн материалта.

Ильгиз Галиева сӑмах ӳстермесӗр тӗнчери чи ӑста шеф-поварсен шутне кӗртмелле. "Кремлин" ресторан поварӗ ҫӗршывсен хушшинчи ӑмӑртура ҫӗнтерсе чи пысӑк наградӑсене тивӗҫнӗ.

 Шеф-поварсен турнирӗнче ӑна нумай кӗтменлӗхпе тӗл пулма тивнӗ. Юрать опытлӑскерӗн "ӑнсӑртран" сюрпризсенчен тухма мехелпе ӑсталӑхӗ ҫитнӗ. "Юрать какай хампа илсе кайрӑм. Африка ҫӗршывӗ те шутласа хунӑ апата пӗҫерме йӑлт пур пуль тенӗччӗ унта. Ҫук иккен, нумай ингредиента ал айӗнче мӗн пуррипе улӑштарма тиврӗ", - терӗ Ильгиз Галиев "Татар-информра" иртнӗ пресс-конференцире. 

Спикерсен шутӗнче Тутарстанри Рестораторсемпе отельерсен ассоциацийӗн президенчӗ Зуфар Гаязов,  куҫаруҫӑ Лилиана Фаттахова пулчӗҫ.

Шеф-поварсен "Карфаген - 2026" кулинари кубокӗ июнӗн 9 - 11-мӗшӗсенче Тунис хулинче  иртнӗ. 
Турнир халӑхсен хушшинчи IFSA Africa куравӗн тӗп мероприятийӗсенчен пӗри шутланать. Вӑл Европа, Ази, Африка ҫӗршывӗсен ертӳҫӗ шеф-поварӗсене пӗрлештерекен пулӑм. Ун тӗп тӗллевӗ - профессири пултарулӑха кӑтартасси, тӗнчери кулинари шкулӗсен тата пӗр-пӗрин опычӗпе паллашасси, халӑхсен хушшинчи аренӑра наци гастрономи йӑлисене палӑртасси. 

Конкурсӑн формачӗсенчен пӗри - 
Black Box Challenge («Хура ещчӗк»). Поварсене маларах палӑртса хуман вӑрттӑн  ингредиентсене валеҫсе параҫҫӗ те вӗсен кӗске вӑхӑт хушшинче апат хатӗрлемелле (блюдо). "Мана хӗҫ-пулӑ (рыба-мечь) лекрӗ, эп унпа халиччен ӗҫлесе курман. Анчах пӗлетӗп - вӑл тунецсен йышне кӗрет. Тунеца пӗҫерессипе хатӗрлесси вара хӑйне евӗр. Шалт витерсе пӗҫерсен тути пӗтет. Вара маринадлама шутларӑм. Жюрие килӗшрӗ", - каласа парать Ильгиз.

Сӑмах май, IFSA Africa Африкӑра апат-ҫимӗҫ промышленноҫӗпе тараватлӑх индустрийӗн чи анлӑ ятарлӑ куравсенчен пӗри шутланать. Ҫуллен унта ресторан бизнесӗн, апат-ҫимӗҫ производствин представителӗсем, шеф-поварсем, кондитерсемпе экспертсем пухӑнаҫҫӗ. 

Кӑҫал, 2026 ҫулта, унта 22 патшалӑхран пулнӑ хутшӑнакансем. Раҫҫейпе Тутарстан сборнӑйне шӑпах Ильгиз Галиев тата ТР Рестораторсемпе отельерсен представителӗ Лилиана Фаттахова кӑтартнӑ. Лилиана куҫаруҫӑ тивӗҫне пурнӑҫланисӗр пуҫне хӑй ҫине организаторсемпе, халӑхсен хушшинчи конкурс делегачӗсемпе хутшӑнассине те пурнӑҫланӑ. "Ку йышши мероприятисене час-час кайса ҫӳретӗп те тутар культурин амбассадорӗ пек те ӗҫлетӗп. Хамӑрӑн республикӑпа, культурӑпа паллаштаратӑп. Ҫынсем "стан" сыпӑка илтсен пире Казахстанран пуль тесе арпаштараҫҫӗ. Эп вара Тутарстан ҫинчен каласа пама пуҫлатӑп", - тет Лилиана. 
 

"Пирӗн команда "Карфаген - 2026" турнирӑн 6 номинацийӗнче 2-шӗнче ҫӗнтерсе ылтӑн тивӗҫни пысӑк кӑтарту. Ильгиз пултаруллӑ повар. Хусан Раҫҫейӗн гастрономи тӗп хули пулнине тепӗр хут ҫирӗплетсе пачӗ", - терӗ Зуфар Гаязов. Ун сӑмахӗпе, кулинари вӑл - дипломатин ҫемҫе чӗлхи. "Ильгизӑн повар маҫтӑрлӑхне, Лилианӑн дипломати ӑсталӑхне кура нумай ют ҫӗршыв ҫынни Хусанпа, пирӗн республикӑпа интересленсе кайрӗ. Пирӗн пата килсе курасшӑн".

Ильгиз хӑйӗн ҫӗнтерӗвӗ пирки каласа ку уншӑн ҫынсен умӗнчи явап малашне тата та ӳснине пӗлтерет терӗ. "Маншӑн ку ҫӗнӗ шай. Пысӑк тав Зуфар Вадиповича, мана шаннӑшӑн, пултарулӑха кӑтартма май панӑшӑн. Эп хам патриот. Хуть хӑҫан та эп Раҫҫейшӗн, Тутарстаншӑн - вута кӗме, шыва сикме хатӗр. Мӑнаҫлӑх туйӑмӗ ҫуратрӗ конкурса хутшӑнни. Лилианӑна тав, эп ют чӗлхесем пӗлместӗп те, вӑл пулӑшни питӗ хаклӑ маншӑн", - терӗ Ильгиз.

Ӑҫтан пуҫланнӑ-ха унра кулинари туртӑмӗ? Хӑй каланӑ тӑрӑх 9 ҫулсенчех. "Атте ман водительччӗ, ҫулталӑкшар командировкӑсенче ҫӳретчӗ. Анне бухгалтер. Киле пуринчен малтан ҫитеттӗмччӗ те ӗнерхи апата ҫиме юратманнипе хам пӗҫереттӗм. 9-мӗш класра вӗреннӗ чух УПК пуҫланчӗ те эп повар ӗҫне суйларӑм. Ку ӗҫ ман пулнине ӑнланса илтӗм", - терӗ паллӑ шеф-повар ыйтӑва хуравласа. Унран пултаруллӑ баскетболист та тухма пултарнӑ, "Уникс" клуба ҫӳренӗ, тренерсем мухтанӑ ӑна. Анчах кулинари туртӑмӗ ҫӗнтернех.

Тӗплӗнрех "Сувар" хаҫатра вуласа пӗлӗр. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Карфаген 2026