Сӗт хакӗ мӗншӗн чакнă?
Хальхи вăхăтра ял çыннисене хумхантаракан тепӗр ыйту вăл – сӗт хакӗ. Лавккасенче ӳссех тăрать пулсан та çынсенчен пӗлтӗрхинчен те йӳнӗрех хакпа пухаççӗ.
Июнӗн 15-мӗшӗ тӗлне Тутарстанра 1 килограмм сӗт вăтамран 33,23 тенкӗ (пӗлтӗр 39,95). Харпăр хуçалăхсенчен вара вăтамран 25,20 тенкӗпе пухаççӗ. Пӗлтӗрхинчен 31,19 процент (ун чух 33,06 тенкӗ пулнă) сахалрах ку. Кун çинчен ТР ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра ӗнер пӗлтерчӗ. Республикăн сӗт-çу предприятийӗсем халӗ кунне 3,9 пин тонна сӗте тирпейлеççӗ, 2025 çулта çак вăхăтра ку кăтарту 577 976 тонна пулнă.
Сӗт-турăха халăх сахал туяннипе сӗт-çу тирпейлекен предприятисен склачӗсенче запас продукци нумайланса кайнипе республикăра сӗт юр-вар производствине – 6,2, ӗне çăвне – 0,5, сырпа тăпăрча 1,6 процента чакарма тивнӗ. Ку вăл пӗр Тутарстанра кăна мар, Раççейӗпех çапла-мӗн.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев