Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Паян Хусанта IX «Науруз» Тӗнчери театрпа вӗрентӳ фестиваль-форумӗ ӗçлеме пуçларӗ

Форумӑн хэдлайнерӗ - Малайзири театр, унӑн «Макбет» спектакльне июнӗн 15-мӗшпе 16-мӗшӗнче К.Тинчурин ячӗллӗ театрта кăтартаççӗ

 

 М.Салимжанов ячӗллӗ Актёр çуртӗнче уçӑлчӗ форум. Раççейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ сцена ӗçченӗсен умне ТР культура министрӗн çумӗ Ленар Хакимзянов, Г.Камал ячӗллӗ ТПАТ тӗп режиссерӗ тата ТР СТД пуçлăхӗ Фарид Бикчантаев, театр режиссёрӗ Сергей Потапов (Якутия), хореограф Сергей Землянский (Мускав) тухса калаçрӗç. Çавăн пекех вӗрентӳ программисен ăстисем, Екатерина Морозова критикпа (Мускав) Татьяна Тарасова режиссёр (Мускав) «Науруз» уçăлнă ятпа саламларӗç.

Форума хутшӑнакансем валли актёр ӑсталӑхӗ, сцена çинчи калаçу, пластика, режиссура, пукане театрӗн актерӗпе режиссерӗн ӑсталӑхӗ, сценографи, менеджмент тата PR, художествӑпа постановка пайӗ тата театр критики енӗпе мастер-классем ирттерме пуçланă та ӗнтӗ.

Фестиваль-форумӑн педагогӗсем – Раççейри театр искусствипе менеджменчӗн паллӑ специалистӗсем. Занятисем КФУ-ра, «Шарык клубӗ» интерактивлӑ мультимедиа комплексӗнче, Актер çуртӗнче, Г.Кариев ячӗллӗ, К.Тинчурин ячӗллӗ тата «Экият» театрсенче иртеççӗ. Форум вӗçленнӗ тӗле кашни хутшăнакан вӗренӳ программине иртни çинчен сертификат (свидетельство) илет.

«Науруз» форум-фестивале йӗркелекенсем, партнерӗсем: ТР Культура министерстви, Г.Камал ячӗллӗ ТПАТ, Филологипе культурăсен хушшинчи коммуникаци институчӗ (КФУ), ТР Театр деятелӗсен союзӗ, Театр училищи, К.Тинчурин ячӗллӗ театр, Г.Кариев ячӗллӗ театр, «Шарык клубӗ» интерактивлӑ мультимедиа комплексӗ.

Сăнӳкерчӗксем kamalteatr.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Науруз