Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Раççей Президенчӗ Владимир Путин Хусана çитнӗ

Раççей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин Хусана Раççейпе Кăнтăр Хӗвелтухăç Ази çӗршывӗсен ассоциацийӗн (АСЕАН) шучӗпе 5-мӗш саммитне хутшăнма килсе çитнӗ, пӗлтерет Кремлӗн пресс-служби.

Раççей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин Хусана Раççейпе  Кăнтăр Хӗвелтухăç Ази çӗршывӗсен ассоциацийӗн (АСЕАН) шучӗпе 5-мӗш саммитне хутшăнма килсе çитнӗ, пӗлтерет Кремлӗн пресс-служби.

Юбилейлă саммита Раççейпе АСЕАНăн партнерла хутшăнăвӗсен 35-çуллăхне халалланă. Саммит паянтан, июнӗн 17-мӗшӗнчен пуçласа 19-мӗшӗччен пырать.

Паян Раççей – АСЕАН Ӗç форумӗ иртет. РФ Президенчӗн пулăшуçи Юрий Ушаков пӗлтернӗ тăрăх, саммит программи каçхине 18.00 сехетре Раççей лидерӗ ятӗнчен делегаци пуçлăхӗсене Галиаскар Камал театрӗнче йышăннинчен тытăнать. Малтан Владимир Путин хăнасене театр фойинче кӗтсе илет те ун хыççăн концерт программи пулать, вара официаллă йышăну пуçланать.

 Раççей Президенчӗн икӗ енлӗ тӗлпулăвӗсем паянах тытăнаççӗ. Тӗп мероприятисем ыран – июнӗн 18-мӗшӗнче пулаççӗ. Вӗсем «Казань Экспо» халăхсен хушшинчи курав центрӗнче иртӗç.

Пленарлă ларăва саммитăн сопредседателӗсем – Владимир Путинпа Филиппин Президенчӗ Фердинанд Маркос-кӗçӗнни уçасси паллă. Сăмах  май, Филиппинсен çӗршывӗ кăçалхи саммитăн председателӗ. Пленарлă ларăва уçнă хыççăн ытти тӗлпулусем хупă режимра иртӗç.   

 Кайран делегаци ертӳçисен Евразири интеграци процесӗсене халалланă ӗçлӗ ирхи апат пулать. Программа пӗтӗмлетӗвӗсемпе кайран Раççейпе Филиппинсен президенчӗсем МХХ представителӗсемпе тӗл пулӗç.

Кăнтăр Хӗвелтухăç Ази çӗршывӗсен ассоциацине 11 çӗршыв кӗрет. Çавсен шутӗнче Бруней, Хӗвелтухăç Тимор, Вьетнам, Индонези, Камбоджа, Лаос, Малайзи, Мьянма, Филиппинсем, Сингапур, Таиланд кӗреççӗ. Папуа – Новая Гвинея çӗршывӗ вара сăнавçă статусӗпе хутшăнать.

Сăнӳкерчӗк «Татмедиан» МАХ каналӗнчен. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #АСЕАН саммит