Çӗнӗ Шăхаль арçынни ачи çуралмассерен пӗрер трактор тăвать
Куç хăрать те ал тăвать
Маçтăрсем нумай Çӗнӗ Шăхалӗнче. Хăй тӗллӗн трактор тăвассипе Сергей Райков тата Петр Эндияров ăстасем хăйсен хурçă учӗсене хускатса килнӗччӗ. Пӗри кашни ачи çуралмассерен ун ячӗпе трактор тăвать иккен. Мини-тракторсен парадне Çӗнӗ Шăхалӗнчен 5 тӗрлӗ техника хутшăнмалла пулнă та çав... хăшӗн-пӗрин шăрăхпа радиаторӗсем вӗреме кӗнӗ-тӗр, килеймерӗç. Темех мар, тепрехинче нумайрах курăпăр.
Çӗршывра ФИФА чемпионачӗ пынипе-и, Çӗнӗ Шăхалӗнчи Питравра футбол ăмăртăвне куракансем ытларахчӗ. Дзюпа пек чупаканни те пурччӗ футболистсен хушшинче, Акинфеев пек сикекенни те. Пӗрремӗш вырăна Чăваш Çӗпрел ялӗн команди тухрӗ. Волейболпа вара Шупашкартан килнӗ каччăсем çӗнтерчӗç. Вӗсене укçан преми парса хавхалантарчӗç Питрава ирттерекенсем.
Пысăк мешехесем ирттерсе курнăран, йӗркелекенсене шеллетӗп вара. Ăна ӗлкӗрмелле, кăна тумалла – йăлтах пӗр вăхăтра. Хăш чухне веçех пӗр пуç çине тиенет. Кун пысăкӗш уява пӗччен ирттерме йывăр, паллах. Анчах та çӗнӗ ял хутлăхӗн пуçлăхӗ тата унăн команди ку экзамена тивӗçлипех тытрӗç тесе калас килет. Шанатăп, çитес çул вӗсем Питрава тата чаплăрах ирттерӗç. Йӗркелекенсем Куршанкă-Шăхаль, Хурăнвар-Шăхаль, Çӗнӗ Шăхаль культура çурчӗн ӗçченӗсене, Хурăнварти ача сачӗн коллективне, районти чăваш фольклор ансамбльне пулăшнăшăн тав тăваççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев