Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

«Çӗпрел» промпарк 900 ӗç вырăнӗ хатӗрлет

Шăпах çапла пӗлтернӗ Çӗпрел район ертӳçи Александр Шадриков «Татар-информ» агентствăна панă интервьюра. - Эпир промпарк строительствине вӗçлерӗмӗр, халӗ хушма ӗç вырăнӗсем йӗркелекен инвесторсене тата унта ӗçлеме çамрăк специалистсене явăçтарассипе ӗçлетпӗр. 2021 çул тӗлне 900 ӗç вырăнӗ йӗркелемелле пирӗн. Ăнланмалларах каласан, ку вăл промпаркран тупăш илекен 900 çемье, - тенӗ А.Шадриков....

Шăпах çапла пӗлтернӗ Çӗпрел район ертӳçи Александр Шадриков «Татар-информ» агентствăна панă интервьюра.

- Эпир промпарк строительствине вӗçлерӗмӗр, халӗ хушма ӗç вырăнӗсем йӗркелекен инвесторсене тата унта ӗçлеме çамрăк специалистсене явăçтарассипе ӗçлетпӗр. 2021 çул тӗлне 900 ӗç вырăнӗ йӗркелемелле пирӗн. Ăнланмалларах каласан, ку вăл промпаркран тупăш илекен 900 çемье, - тенӗ А.Шадриков.

Кивӗ Çӗпрел ялӗнче 19,1 гектар лаптăк йышăнакан «Çӗпрел» промпарка федераллă программăпа лартнă. Вăл çаплах Тутарстанăн приоритетлă инвестици проекчӗн инвестици меморандумне кӗнӗ. «Çӗпрел» резиденчӗсем валли тупăш, пурлăх,çӗр налогӗн хакне чакарнă тата ытти çăмăллăхсем те пăхăннă. (С.Исхаков сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев