Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Ветеран-педагог патӗнче хăнара

«Рослесозащита» ФБУ филиалӗн – Ульяновск облаçӗн Вăрман хӳтӗлекен центрӗн специалисчӗсем таврапӗлӳçӗсемпе, ачасемпе  пӗрле Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăк шкулӗнче физикăпа астрономи вӗрентекенӗ, педагогика ветеранӗ В.А.Шадриков патӗнче хăнара пулнă.

Чи малтан хăнасем валли физика лабораторийӗнче экскурси ирттернӗ. Нумай çул ӗçлекен педагог электроэнерги нумай фазăллă улшăнса тăракан ток мелӗпе инçете еплерех кайнине опыт туса кăтартса панă. Çакна кăтартма вăл Микола Тесла катушкине ăсталанă.

Унтан килнисем шкул директорӗпе М.Э.Халиулловпа тӗл пулнă. Вăл хăнасене аслă классенче вӗренекенсем хушшинче биологипе, экологипе интересленекенсем нумаййи пирки пӗлтернӗ. Шкул администрацийӗпе «Рослесозащита» ФБУ филиалӗн – Ульяновск облаçӗн Вăрман хӳтӗлекен центрӗн специалисчӗсем малашне ачасем валли пӗрле мероприятисем хатӗрлесе ирттерме калаçса килӗшнӗ.

Н.Казаков сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: экология