Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пĕкĕлме (Бугульминский)

Чи вăйлине – смартфон

Мартăн 24-мӗшӗнче Пӗкӗлме районӗнчи Наратлă ялӗнче Анатолий Владимирович Тарасова асăнса йывăр атлетикăпа турнир иртрӗ. Кăçалхи шучӗпе 10-мӗш пулчӗ. Тӗп призшăн Пӗкӗлме, Элметпе Ӗпхӳрен тата вырăнтан пурӗ 66 атлет 11 виçе категорийӗнче кӗрешрӗ. Тӗп приз хальхинче смартфонччӗ. Ăна турнирăн абсолютлă çӗнтерӳçи тивӗçрӗ. Çӗнтерӳçе балсене Синклер системипе шутласа палăртрӗç. Çак ята Пӗкӗлме...

Мартăн 24-мӗшӗнче Пӗкӗлме районӗнчи Наратлă ялӗнче Анатолий Владимирович Тарасова асăнса йывăр атлетикăпа турнир иртрӗ. Кăçалхи шучӗпе 10-мӗш пулчӗ. Тӗп призшăн Пӗкӗлме, Элметпе Ӗпхӳрен тата вырăнтан пурӗ 66 атлет 11 виçе категорийӗнче кӗрешрӗ.

Тӗп приз хальхинче смартфонччӗ. Ăна турнирăн абсолютлă çӗнтерӳçи тивӗçрӗ. Çӗнтерӳçе балсене Синклер системипе шутласа палăртрӗç. Çак ята Пӗкӗлме хулинчи Григорий Крутов тивӗçрӗ. Тӗп парнене А.В. Тарасовăн пӗр тăванӗн Алексей Владимировичпа Елена Александровна Тарасовсен çемйи хатӗрленӗ.

Хӗрсен хушшинче те тупăшу хӗрӳ иртрӗ. Абсолютлă çӗнтерӳçӗ ятне хӗрсенчен Ӗпхӳ хулин атлечӗ Яна Семенова çӗнсе илчӗ. Ăна лекрӗ те турнир спонсорӗн Станислав Александрович Дмитриевăн парни.

Турнир çӗнтерӳçисем: хӗрсенчен - Яна Семенова (Ӗпхӳ), Кристина Матвеева (Элмет); Александра Щербинина (Ӗпхӳ). Каччăсенчен - Богдан Сосников, Ильдус Климашов, Евгений Терещук, Данил Кузнецов, Роман Зуев, Никита Севрюков, Григорий Крутов (Пӗкӗлме), Айрат Мугтасимов тата Айнур Лебедев (Элмет).

II вырăн çӗнсе илнисем: Карина Баландина, Эльвира Минахметова, Рушан Мухаметов, Илья Гвоздиков, Камиль Исхаков, Айрат Зайдуллин, Владислав Головкин (Пӗкӗлме), Никита Фишев, Вадим Наневский (Элмет), Риналь Каримов (Наратлă).

III вырăн йышăннисем: Екатерина Антонова, Андрей Емельдяжев, Илья Абрамов, Вадим Геронтьев, Амир Хуснутдинов, Богдан Беланов, Егор Кучинский, Александр Москвичев, Кирил Афанасьев, Павел Геворкян (Пӗкӗлме), Вероника Склискова (Ӗпхӳ).

Çӗнтерӳçӗсемпе призерсене пурне те ТР ЧНКА медальпе Хисеп хучӗпе тата кубокпа чысларӗ. Сăмах май, А.В. Тарасов ячӗпе иртекен турнира ТР ЧНКА мероприятийӗсен планне те кӗртнӗ. Призсемпе парнесене «Наратлы» тулли мар яваплăх общество (директорӗ Н.А. Бубеков) тата Г.И. Алякин, Г.И. Акберова предпринимательсем хатӗрленӗччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев