Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Пĕкĕлме (Бугульминский)

Мӗн тăватăн, анне?

Апрелӗн 2-мӗшӗнче Пӗкӗлме хулинче ирхине çамрăк хӗрарăм 4-мӗш хутран хăйӗн виççӗри ачине пăрахнă. Çак факт енӗпе Тутарстан следователӗсем РФ Уголовнăй кодексӗн 105-мӗш статйин 30-мӗш пайӗпе (вӗлерме хăтланни) уголовнăй ӗç пуçарнă. Следствирен курăннă тăрăх, Лениногорск хулинче пурăнакан 27-ри хӗрарăм Пӗкӗлмене пӗр ялти арçын патне ачипе хăнана килнӗ. Çав вăхăтра хваттерте хăйсемсӗр...

Апрелӗн 2-мӗшӗнче Пӗкӗлме хулинче ирхине çамрăк хӗрарăм 4-мӗш хутран хăйӗн виççӗри ачине пăрахнă. Çак факт енӗпе Тутарстан следователӗсем РФ Уголовнăй кодексӗн 105-мӗш статйин 30-мӗш пайӗпе (вӗлерме хăтланни) уголовнăй ӗç пуçарнă.
Следствирен курăннă тăрăх, Лениногорск хулинче пурăнакан 27-ри хӗрарăм Пӗкӗлмене пӗр ялти арçын патне ачипе хăнана килнӗ. Çав вăхăтра хваттерте хăйсемсӗр пуçне тата икӗ арçын пулнă. Вӗсемпе эрех ӗçнӗ те хӗрарăм.Унтан ачипе тепӗр пӳлӗме çывăрма кайнă. Анчах унпа иккӗн юлас шутпа кил хуçи вӗсенчен юлман. Хӗрарăм хирӗçлесен те ăна е ачине вӗлерессипе хăратнă. Кун хыççăн амăшӗ ывăлне чӳречерен ывăтнă.

Телее, ача вилмен, суранланнă кăна. Ăна умри юр купи çăлса хăварнă. Ача ӳкнине курнă кӳршисем вăхăтра васкавлă пулăшу чӗннӗ. Яваплăхран кил хуçи те хăтăлса юлмӗ. Ун енӗпе те уголовнăй ӗç пуçарнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев