Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Пĕкĕлме (Бугульминский)

Пӗкӗлмери Красновсем Президент патӗнче

Пӗкӗлмере пурăнакан Красновсен çемйи ТР Президенчӗпе видеоконференци мелӗпе çыхăнса çемье ыйтăвне сӳтсе явнине хыпарлать район сайчӗ. Аса илтеретпӗр, ТР Президенчӗ районсемпе видеоконференци мелӗпе çыхăнса республика гражданӗсене харпăр ыйтупа та йышăнать. Красновсен çемйинче хальхи вăхăтра 14 ача çитӗнет, вӗсенчен 10-шне воспитание, 2-шне усрава илни, тепӗр иккӗшӗ хăйсем çуратни. Ку çемьене республикăра...

Пӗкӗлмере пурăнакан Красновсен çемйи ТР Президенчӗпе видеоконференци мелӗпе çыхăнса çемье ыйтăвне сӳтсе явнине хыпарлать район сайчӗ. Аса илтеретпӗр, ТР Президенчӗ районсемпе видеоконференци мелӗпе çыхăнса республика гражданӗсене харпăр ыйтупа та йышăнать.

Красновсен çемйинче хальхи вăхăтра 14 ача çитӗнет, вӗсенчен 10-шне воспитание, 2-шне усрава илни, тепӗр иккӗшӗ хăйсем çуратни. Ку çемьене республикăра лайăх пӗлеççӗ. Çак йышлă çемьен амăшӗ 2016 çулта «Çулталăк хӗрарăмӗ» республика конкурсӗнче «Хӗрарăм-анне» номинацире çӗнтернӗччӗ. Кăçал апрельте «Благотворитель» мероприятире президент вӗсен 8 ачине Крымри Казакевич ячӗллӗ ача-пăча лагерӗнче канма путевка та панăччӗ.

Хальхинче Красновсем республика ертӳçинчен çемье валли тухса çӳреме транспорт туянма пулăшма ыйтнă. Рустам Минниханов çемье пуçӗнчен водитель прави пуррипе çуккине ыйтнă. Телее, Краснов-аслин кирлӗ категориллӗ водитель прави кăна мар, пысăк опыт та пур-мӗн.

«Эсир хăвăрăн тата усрава илнӗ ачасене воспитани парса ырă ӗç тăватăр. Пысăк çемье вăл пысăк яваплăх. Эпир сирпе пулăшатпăр», - тенӗ Рустам Нургалиевич. Красновсене «Форд-транзит» пек микроавтобуспа тивӗçтерме шантарнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев