Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Литература кăларăмӗ

Çӗнӗ çул каç

Юрий Адъютантовӑн калавӗпе паллашма сӗнетпӗр.

Раштав уйăхӗн 31-мӗшӗ те вӗçленсе килет. Сисӗнмесӗр тата тепӗр çул хыçа юлать. Çӗнӗ çула кӗтсе илме вăхăт çитсе пырать. Сехет йӗпписем шак-шак шаккаса малалла васкаççӗ. Калăн, камтăр хăвалать вӗсене. Лиза тӗпелте иртенпе апат хатӗрлет, пахча çимӗçне касса савăтсем çине хитрелетсе хучӗ. Духовкăра хур какайӗ пиçет. Максим та ирех ура çинче — тирпейлеме пулăшать, кавирсене пылесоспа тусанран тасатать. 
— Уяв ирттерме тем çитмест пек, — ыйтуллăн пăхрӗ диван çинче кино кураканскертен. 
— Чăрăш! Чăрăшсăр уяв пулать-и? — терӗ Максим хăвăртрах тумланнă май.
— Хальччен сутса пӗтернӗ пуль ентӗ, кăнтăрла та иртнӗ, — мăшăрӗ васканине сăнаса калаçрӗ тӗпелте Лиза.
— Çук пуль-ха, каçчен ӗçлеççӗ, — алăка хупса тухса кайрӗ Максим. 

Нумай та вăхăт иртмерӗ, Максим пасартан чăрăш туянса та килчӗ. Хваттерте самантрах ырă шăршă сарăлчӗ. Чăрăш çине теттесем çакса илемлетрӗç. Сӗтел те тулăх апат-çимӗçпе тулса ларчӗ. 
Уява килте иккӗшех кӗтсе илет çамрăк мăшăр. Тусӗсем тепӗр кун килме шантарчӗç. Кашниех хăйӗн çемйипе уявласшăн ӗнтӗ.

Тӗттӗмлене пуçларӗ. Урамра юпасем çинчи çутта çутрӗç. Кил-çурта тирпейлесе пӗтерсен Лиза мăшăрӗ çумне ларчӗ. Иккӗн шăкăлтатса калаçса ларчӗç.

— Эпӗ торт илме маннă. Пăхатăп та сӗтел çине — тем çитмест пек туйăнать. Кайса туянам-ха? — сиксе тăчӗ диван çинчен хӗрарăм. 
— Çитет веçех, сӗтел тулли çиме, мӗн кирли пурте пур. Ытла тăкакланмасан та юрӗ те, — пăшăрханăвне сирме тăрăшрӗ Максим.

Çук вӗт, кам-тăр «атя» тесе чӗннӗ евӗрех мăшăрӗ васкаса тумланчӗ те тухса кайрӗ. Урамра лапка-лапка юр çăвать. Тавралăх та çуталса кайнă. Лиза урампа утнă май çынсен чӳречисенче тӗрлӗ тӗслӗ гирляндăсем ялкăшнине сăнаса пычӗ. Хитрен курăнать хула урамӗнчи асамлăх та. Капăрлатнă чăрăшсем çинче те тӗрлӗ-тӗрлӗ çутăсем çунаççӗ. Парксенче юртан ăсталанă тӗрлӗ кӳлепесем куçа илӗртеççӗ. 

Лавккана çитсен Лиза чи хитре торта суйласа илчӗ, пӗр пакет мандарин тултарчӗ. Таварсемшӗн кассăра тӳлерӗ те лавккаран тухса килӗ еннелле утрӗ. 

Тем самантра пакет çурăлса кайрӗ те мандаринсем тротуар çине сапаланчӗç. Лиза пӗшкӗнсе туххăмрах суйлама пикенчӗ — аван мар-çке.
— Пулăшмалла мар-и? — илтӗнчӗ сасартăк палламан сасă. 
— Çук, часах пуçтарса пӗтеретӗп, ан чăрманăр. Тен, уява васкатăр пуль? — пуçне çӗклесе палламан арçын çине пăхрӗ çамрăк хӗрарăм. 
— Васкамалли çук, эп пӗчченех пурăнатăп. Ӗçрен таврăнсан та никам та кӗтмест мана, — пӗшкӗнсе мандарин пуçтарма пикенчӗ хайхискер. 
— Епле пӗчченех, мăшăрăр вара? — пӗлес килчӗ Лизăн. 
— Авланман-ха эпӗ. Кушак пур, паллах, эппин тăр пӗччен мар, — кулкаласа калаçрӗ арçын.
— Эпӗ Лиза ятлă. Эсир вара?
— Лиза, Елизавета апла. Эпӗ вара Антон. 
Мандарина пуçтарса пӗтерсен хӗрарăм Антона тав турӗ, пӗр-пӗрне уявпа саламларӗç те сывпуллашрӗç тин паллашнăскерсем. 
— Ăçта çӳрерӗн çак вăхăтчен? Кайни те сехет ытла вӗт... Лавккара çын нумайччӗ-им? Шырама тухасшăнччӗ ӗнтӗ сана...
— Утнă чухне шуса ӳкрӗм те мандаринсем сапаланса кайрӗç, пуçтартăм вара темӗнччен... 
Иккӗшӗ те çӗнӗ кӗписене тăхăнса уяв сӗтелӗ хушшине вырнаçрӗç. Сенкер экран çинчи курантсем вун икӗ хутчен çапнă вăхăтра пӗр-пӗрне ыррине сунчӗç. 
— Çитес çул çемье ача сассипе туллилентӗр! 
— Çапла пултăр! Арçын ача çуралсан — Антон, хӗр пулсан Ева ят парăпăр.
— Килӗшетӗп санпа, чунăмçăм, эс калани — саккун! — килӗшсе пуçне сӗлтрӗ Максим.
— Асамлăха шанса пурăнар. Телей кайăкӗ те вӗçсе килтӗр. Çӗнӗ çулта ытларах савăнăçӗ пултăр, хуйхи-суйхи кивӗ çула юлтăр! 
— Мӗн ӗмӗтленни пурнăçа кӗтӗр! Тăнăç пурнăç хуçалантăр çӗр чăмăрӗ çинче! 
Çӗнӗ çул ячӗпе шампань эрехне тултарнă фужерсене чăнк! тутарса пӗр-пӗрне уявпа саламларӗ мăшăр кăвакарчăн. Унтан мобильлӗ телефонӗ те шăнкăртатма чарăнмарӗ: ашшӗ-амăшӗ, тусӗсем — пурте уявпа саламласа ырлăх, телей, сывлăх сунчӗç çамрăксене. 
Юрий Адъютантов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Новый год