«ЧНКА» кăçал «С» ушкăнра!
2018 çулхи сезона «ЧНКА» команди Хусанти футбол лигинче «С» ушкăнра пуçларӗ. Пӗрремӗш вăйă «Казань-2» командăпа апрелӗн 22-мӗшӗнче «Ракета» стадионра иртрӗ. Кăçал «ЧНКА» тытăмӗнче улшăнусем пур. Çӗнӗ вылякансем Аксу, Чистай районӗнчен хушăннă. Сунейкин нападающие курмарăмăр...
2018 çулхи сезона «ЧНКА» команди Хусанти футбол лигинче «С» ушкăнра пуçларӗ. Пӗрремӗш вăйă «Казань-2» командăпа апрелӗн 22-мӗшӗнче «Ракета» стадионра иртрӗ. Пӗлтӗр ку командăсем пӗр-пӗринпе вылянăччӗ ӗнӗ. Ун чухне шут 1:1 пулнăччӗ.
Кăçал «ЧНКА» тытăмӗнче улшăнусем пур. Çӗнӗ вылякансем Аксу, Чистай районӗнчен хушăннă. Сунейкин нападающие курмарăмăр пирӗн вылякансен хушшинче, Васиков вратарь те хăй вырăнӗнче çукчӗ. Пирӗн голкипер пӗр вăйă кăна сиктернине пӗлсен матча курма килекенсем кăштах лăпланчӗç. Мӗншӗн тесен «Казань-2» чăваш хапхин вăхăтлăх хуралçин çирӗплӗхне тӳрех тӗрӗслеме тытăнчӗ.
Пӗрремӗш таймăн 11-мӗш минутӗнче «ЧНКА» защитникӗ мечӗке тӗрӗс мар йышăнчӗ те, çийӗнчех çухатрӗ. Çак самантпа хирӗç вылякансем усă курчӗçех. Вратаре хирӗç пӗччене пӗччен тухнă нападающие те чараймарӗç пирӗн защитниксем. Кунта вара мӗн пуласси паллă...
Шут 0:1 пулнă хыççăн вăйă характерӗ улшăнчӗ. «ЧНКА» хирӗç вылякансене хăй хапхи патне çывăха пыртармарӗ тесен те юрать. Анчах та гол кӗртмелӗх хевте çитереймерӗ. Кану тăхтавӗ хыççăн «ЧНКА» тӳрех пӗр голне тавăрчӗ. Вăйă 1:1 шутпах вӗçленчӗ.
Çитӗнӳсем тума пӗр команда та пултараймарӗ. Дербышкинче кунӗпе пӗрӗхекен çумăр та кансӗрлерӗ пулӗ.
Çӗнтерӳсем малашне пуласса шанатпăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев