АСЛĂ ÇĂВАРНИ
Нурлатри Андриян Григорьев сăвви
Нарăс уйăх, нарăс уйăх вӗçӗнче
Пуçланасшăн, пуçланасшăн çуркунне.
Пӗчӗкленчӗ кӗртсен çӳллӗш хирсенче;
Пикенсех тумла тумласшăн пӳрт умне.
Çитрӗ аслă, çитрӗ аслă Çăварни –
Ăсататпăр, ăсататпăр хӗллене.
Ăçта эсӗ? Курăнмастăн, чун савни,
Ма тухмасăр çунтаратăн чӗрене?
Савнă тусăм, савнă тусăм, сан çинчен
Çураласшăн, çураласшăн сăвăсем.
Тухма хатӗр вӗсем манăн чӗререн,
Юрату вăратнă çепӗç юрăсем!
Илт-ха, тусăм, илт-ха, тусăм, ман сасса,
Тух-ха эсӗ, тух-ха эсӗ урама.
Çӗнӗ юрă эпӗ çыртăм юратса,
Тух-ха, тусăм, тăрса çуммăн юрлама!
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев