Чăваш халăх поэчӗ Валери Туркай 55 тултарчӗ
Сăвăсем

Чăваш халăх поэчӗ Валери Туркай 55 тултарчӗ

Айван та пулнă, пулнă çăмăлттай та. Ытла ӗненнӗ, шаннă çынсене. Чуна яри уçса кӗртме васканă Тин çеç паллашнă «тус-юлташсене». Епле-ха шанмăн, мӗншӗн-ха ӗненмӗн - Кашни çынра куран пулсан х ă в н а? Эс çынсене шанан, саван пулсассăн, Çынсен те савмалла пек-çке сана!.. «Усал та кирлӗ», - теççӗ пӗрисем, а....

Айван та пулнă, пулнă çăмăлттай та.
Ытла ӗненнӗ, шаннă çынсене.
Чуна яри уçса кӗртме васканă
Тин çеç паллашнă «тус-юлташсене».

Епле-ха шанмăн, мӗншӗн-ха ӗненмӗн -
Кашни çынра куран пулсан х ă в н а?
Эс çынсене шанан, саван пулсассăн,
Çынсен те савмалла пек-çке сана!..

«Усал та кирлӗ», - теççӗ пӗрисем, а.
Кирлех те-ши?.. Пӗлместӗп, тен, кирлех?..
Усал хистет-мӗн тимлӗрех пулмашкăн,
Усал çынна тăвать-мӗн çирӗпрех.

...Айван пулсан та, çăмăлттай пулсан та,
Эп ӗненеп, шанатăп çынсене.
Санпа, Усал, эп пӗр чӗлхе тупаймăп!
Эп савнă, эп саватăп Ырринех! (Н.Плотников сăнӳкерчӗкӗ).


Нет комментариев