2025 çул тăнăçлăх илсе килтӗр!
Юратнă вулакансем! Сире пурне те çывхарса килекен Çӗнӗ 2025 çулпа саламлатпăр!
Çемье çулталăкӗ иртсе пырать пулин те малашне те вăл пуриншӗн те чи пысăк хаклăх пулса юлӗ, эсир те пирӗнпе пӗрле «Суварăн» пысăк çемйинче юласса шанас килет. Пӗр тӗрлӗ мар кăткăс вăхăтра пурне те çирӗп сывлăх, çемьере юратупа ăнлану, иксӗлми телей, пурнăçра пысăк çитӗнӳсемпе ăнăçу сунатпăр! Çитес çулта лайăххи кăна пултăр, çӗршыва вăл эпир пурте тахçанах кӗтекен тăнăçлăхпа лăпкă та çирӗп пурнăçа илсе килтӗр.
Ирина ТРИФОНОВА.
Тӗп редактор.
В.Александрова сăнӳкерчӗкӗнче Хусанта пурăнакан чăваш çемйи – Алексеевсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев