«Алтын минбар» гран-прине Иран режиссерӗ  Бабак Хаджепаша тивӗçрӗ
Тӗп хыпар

«Алтын минбар» гран-прине Иран режиссерӗ Бабак Хаджепаша тивӗçрӗ

Сентябрӗн 4-мӗшӗнчен пуçласа 8-мӗшӗччен пычӗ Хусанти халăхсен хушшинчи «Алтын минбар» кинофестиваль. Малтанхи çулсенче Голливудран та киноçăлтăрсем килетчӗç пулсан, халӗ Раççей киноактерӗсем те шутлă кăна.

Пилӗк куна пычӗ Хусанти халăхсен хушшинчи «Алтын минбар» кинофестиваль. Сентябрӗн 4-мӗшӗнчен пуçласа 8-мӗшӗччен пычӗ вăл. Фестивале уçассипе хупассин церемонийӗсем Г.Камал ячӗллӗ тутар патшалăх академи театрӗнче иртрӗç. Ӗç программин площадки ТР Наци библиотекинче тӗпленчӗ. Конкурса кӗнӗ тата паралельлӗ кино кăтартăвӗсем «Мир» тата «Корстонри» кинотеатрсенче пычӗç. Кӗскен хăш-пӗр пулăмсем çинче чарăнса тăрăпăр.

«Алтын минбар» КМКФ

Чăн малтан кинофестиваль улшăнса пыни çинчен калас килет –  шухăшӗпе те, тытăмӗпе те. Юлашки ик-виçӗ çулта, уйрăмах ку кăçал палăрчӗ, кинофестиваль йӗркелӳçисем ун тытăмне – ӗç программине,  кинорынок форумне –  ытларах тимлӗх уйăраççӗ. Унччен тӗп пулăм паллă актерсемпе творчествăлла тӗлпулусемччӗ тата Хӗрлӗ кавир çине май килнӗ таран паллă актерсене чӗнесси. Творчествăлла тӗлпулусем халӗ те пур, анчах ытларах режиссерсемпе, кинематографистсемпе иртеççӗ.

Екатерина Шпица. Российская актриса театра и кино.

Кинофестиваль пуçланнă çулсенче Голливудран та киноçăлтăрсем килетчӗç пулсан, халӗ Раççей киноактерӗсем те шутлă кăна. Кăçалхи кинофестивале уçнă çӗре паллă актриса Екатерина Шпица килнӗччӗ. Ун фильмографийӗнче 80 ытла ӗç. Чи паллисен шутӗнче «Топи», «Казанова», «Полярный», «Желтый глаз тигра», «Экипаж», «Молодая гвардия», «Куприн» тата ыттисем. Екатерина Шпица уçас церемоние ертсе пычӗ, Идель Киямовпа пӗрле. Тепӗр хăна Роман Курцын пулчӗ. Паллă режиссер Алексей Учитель жюри ӗçне хутшăннă, анчах хăй кинофестивале уçма та, хупма та килеймен мӗншӗн-тӗр.

Ирада Аюпова. Министр культуры РТ.

Официаллă хăнасем пирки калас-тăк, вӗсем кинофестивале уçнă çӗре ытларах килчӗç. Г.Камал театрăн тӗп залӗнче иртрӗ мероприяти. Патшалăх власть органӗсен представителӗсен шутӗнче ТР Премьер-министр çумӗ Василь Шайхразиев, ТР культура министрӗ Ирада Аюпова килнӗ. Залра татах та пурччӗ тӗрлӗ шайри ертӳçӗсем, вӗсем   куракан пек килнӗ те сцена çине тухса сăмах каламарӗç.

Киноçăлтăрсене чӗнсе тăкакланиччен

Миляуша Айтуганова улшăнусене кинофестиваль шоу шайӗнчен тухса пахалăх çине ытларах пусăм тунипе ăнлантарчӗ. Ун шучӗпе, паллă киноçăлтăрсене илсе килнишӗн миллионшар тӳличчен ресурссене мероприятин тытăмӗн пахалăхне ӳстерме яни усăллăрах.

Миляуша Айтуганова.

Çавăнпа кинорынок форума, питчингсене пысăкрах тимлӗхпе пăхма пуçланă та. «Пирӗн кинофестиваль нумай çӗршывра пысăк авторитет çӗнсе илчӗ. Ун çинчен пӗлеççӗ. Кашни ӗçре шухăшран пахалăха куçса пыни пур. Пирӗн тӗллев çынсене пуçтарса укçа тăкаклассинче мар. Унра мар юхăм ăнлавӗ. Фестиваль çӗнӗ аталану патне утма хавхалантармалла, кăçал ман шутпа, шăпах çавна туятпăр эпир», – терӗ вăл журналистсемпе тӗлпулусенчен пӗринче.

Тен çавăнпа пулӗ хупас церемонире пӗр Раççей çăлтăрӗ те çукчӗ. Сăмах май, кинофестивале хупма Г.Камал театрӗн универсаллă залне (блэкбокс) уйăрса панă. Унта сцена çук. Çавна май атмосфера торжествăлла пулчӗ теме çук. Церемоние Хусанти хамăр артистсемех – Лейсан Дусалиевапа Рустам Абдрашитов ертсе пычӗç.

Номинантсем

Хăвăрт-хăвăрт пычӗ номинаци çӗнтерӳçисене палăртса вӗсене кӗтнӗ статуэткăпа чысласси. Кăçал номинацисен шутне ӳстернӗ. Пурӗ 9 тӗп номинаци тата тӗрлӗ организацисен ятарлă призӗсем.

Бабак Хаджепаша. Маджид Маджиди.

«Алтын минбарăн» гран-прине Бабак Хаджепаша (Иран) хăйӗн «Земля ангелов» тулли метрлă илемлӗ киновӗшӗн тивӗçрӗ. Режиссер Палестинăри Газа ачисем çинчен чуна пырса тивмелле картина ӳкернӗ. Вăл паянхи тӗрӗсмарлăха, вăрçă конфликчӗсем чи хӳтлӗхсӗр граждансене – ачасене пысăк инкек кӳнине, вӗсен пуласлăхне татнине чӗррӗн кăтартса парать. «Фильм кино чӗлхипе çынсен нушипе ыратăвне каласа парать. Çавсенчен пӗри – Палестинăри, Газăри преступленисем. Вăрçă пынă икӗ çулта кăна 80 пине яхăн ача вилнӗ. Тӗнчешӗн ку пысăк намăс», – терӗ жюри председателӗ Маджид Маджиди Бабак Хаджепашана награда тыттарса.  

 Чи лайăх режиссер тесе жюри Лалит Ратнаякене палăртнă. Сăмах май, унăн «Речной камень» фильмӗ тата тепӗр номинацире палăрчӗ. Унта ӳкерӗннӗ Шьям Фернандо «Тулли метрлă илемлӗ кинори чи лайăх актер» номинацире çӗнтернӗ. Чи лайăх сценаришӗн парнене «Фард» фильмшăн Очилбеку Хамидовпа Сарвар Каримова пачӗç.

Ильдар Ягафаров, режиссер

«Чи лайăх наци киновӗ» номинацире Ильдар Ягафаров хăйӗн «Алифба» фильмӗпе палăрчӗ. Сăмах май, вăл пӗр çул та Хусанти кинофестиваль парнисӗр юлмасть. Рамиль Тухватуллинăн «Учитель» киновӗ вара фестиваль президенчӗн Муфтий Шейх Равиль  Гайнутдинăн ятарлă призне тивӗçрӗ.

Награждение номинантов кинофестиваля

Фильм Тутарстанпа Узбекистанăн пӗрлехи проекчӗ. Унта тутарсен паллă тӗн çыннин  Шихабетдин Марджанин пурнăçне çутатнă. Ку ӗçре Миляуша Айтуганован тӳпи пысăк. Генеральнăй продюсер шутӗнче вăл Рамиль Тухватуллин режиссерпа пӗрле картинăна ӳкерме пил илсе ăна пурнăçланă. Çапла икӗ çӗршывăн кино ӗçченӗсем аслă просветителӗн пурнăçне экран çине кăларнă.    

Триумфаторсем

Кăçалхи кинофестивалӗн триумфаторӗ çинчен каламасăр хăварма май çук. Вăл Таджикистан режиссерӗ Изабель Каландар пулчӗ.

Изабель Каландар, режиссер.

Унăн «Еще одно рождение» фильмӗ тăватă наградăна тивӗçрӗ – ТР Раисӗн «Киноискусствăри гуманизмшăн», NETPAC (Ази çӗршывӗсен киноне аталантарассипе халăхсен хушшинчи организаци) «Поэзилле кино чӗлхин ăрăмӗшӗн» призне, чи лайăх музыкăшăн тата жюрин Ятарлă палăртăвне. Изабель Каландар импровизациллӗ сцена çине тухмассерен тав сăмахӗсем каларӗ. ТР Раисне Рустам Минниханова уйрăммăн асăнса наградăшăн тав турӗ, ăна тӳрре кăлармашкăн тата та яваплăрах ӗçлеме шантарчӗ. Унăн киновӗ Таджикистанри тăлăх ачасем çинчен. Сюжет ашшӗсӗр тăрса юлнă пӗчӗк хӗрача тавра аталанать.

Çамрăк режиссерăн Софья Чигирован «Мон» киновӗ те икӗ наградăна тивӗçрӗ – Хусан мэрӗн призне тата NETPAC-ăн «Культура тымарӗсем, йăла-йӗркесем, çемье хаклăхӗсем патне таврăннишӗн» призне.

Софья Чигирова, режиссер

Тепӗр пӗлтерӗшлӗ награда «Раççей – Ислам тӗнчи» стратегилле курăм ушкăнӗ ятӗнчен. 2017 çултанпа пама пуçланă ăна. Кăçал асăннă организацин «Ислам тӗнчинчи культурăсен диалогӗшӗн» призне Раççей режиссерне Станислав Сапачева «Переговорщик: Операция «Дамаск» киновӗшӗн пачӗç.

Кинофестивале жюри председателӗ Маджид Маджиди («Мохаммед» кинофильм режиссерӗ, сценарист, актер, Иран) хупрӗ. «Кинематограф вăл – сывлама пулăшакан, çынсем патне тӗрӗслӗх сассине илсе çитерекен чӳрече. Кино вăл кашни çӗршывшăн кислород пек. Кинематографистсем мӗнпур юратупа, чун ыратăвӗпе обществăри проблемăсене тӗпчеççӗ, экран çине кăлараççӗ. Пӗтӗмпех çак нушана тӳсекен çынсене кăшт та пулин çăмăллăх кӳрес тӗллевпе», – терӗ вăл.

«Алтын минбар». Деловая программа

Хусан кинофестивалӗ чăннипех культурăсен диалогӗ урлă диалогăн культури патне çул хывать.

Тепӗр çул кинофестиваль хăçан пулассине те пӗлтерчӗç. 2027 çулта вăл сентябрӗн 3-7-мӗшӗсенче иртет.

Сăнӳкерчӗксем: https://kazan-mfmk.com сайтран. 


Казанский международный кинофестиваль «Алтын минбар»

Нет комментариев