Республикăра пурăнакан çемьере харăс виçӗ е ытларах ача çуралсан парăнакан тӳлеве ӳстери çинчен калакан указа сентябрӗн 8-мӗшӗнче ТР Раисӗ Рустам Минниханов алӑ пуснӑ. Ăна республика ертӳçин порталӗнче пичетленӗ.
Документпа килӗшӳллӗн, пӗр вăхăтра виçӗ е ытларах ача çуралнă çемьесене парӑнакан пособи халӗ 100 пин тенкӗпе танлашать. Маларах кашни ачашăн 10 пин тенкӗ тӳленӗ, урӑхла каласан, харăс виçӗ ача çуралсан çемье 30 пин тенкӗ илнӗ.
Çавӑн пекех пӗр вӑхӑтрах çулталăк çура çитмен виçӗ е ытларах ача ӳстерекен çемьесене уйӑхсерен паракан пособи виçине те улӑштарнӑ. Халӗ вӑл Тутарстанри ачасем валли пурӑнмалли минимумпа танлашать. Республикăра пурӑнмалли минимум ӳссен, ачасемшӗн парăнакан тӳлевӗн виçине те заявлени çырмасăрах ӳстереççӗ.
Тивӗçлӗ указпа çак ссылкăпа паллашма пулать.
Нет комментариев